06 мая 2015 г.
Чăваш ен Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерстви республикăри масс-медиа хушшинче социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатăн «Повод быть сильнее духом» конкурс ĕçĕ те палăрнă. Авторĕ – социаллă ыйтусен, культура тата вĕрентÿ пайĕн редакторĕ Светлана Чикмякова. Ун проекчĕ 100 пин тенкĕне тивĕçнĕ.
Автор уйăхсерен тухакан страницăра районта хевтесĕр çынсемпе епле ĕçленинпе, вĕсем мĕнлерех пурăннипе паллаштарĕ.
Аса илтерме, С.Чикмякован маларахри çулсенче икĕ проекчĕ – «Память еще жива...» тата «Здоровому все здорово» – пурнăçланнăччĕ.