06 мая 2015 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Алтай крайĕнче пулнă.
Ку тăрăх губернаторĕпе Александр Карлинпа регионсем хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва аталантарасси пирки калаçнă. Ку субъектсем хушшинчи таварçаврăнăшĕ 500 млн тенке яхăн. Вĕсем суту-илÿпе экономика, наукăпа техника тата гуманитари сферисенче хутшăнса ĕçлеççĕ.
М.Игнатьев Барнаулта Пĕтĕм Раççейри «Çĕнтерÿ вăрманĕ» акцие хутшăннă. Регионсен пуçлăхĕсем Мухтав мемориалĕнче аллея хывнă.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Алтайра çавăн пекех Çамрăксен театрĕнче тата «Сибирь» концерт залĕнче, «Горная аптека» музейра тата Крайри клиника больницинче пулнă.
Тĕслĕхрен «Алтай мотор завочĕ» АУО «Трактор завочĕсем» концерн йышне кĕрет, Шупашкарта кăларакан техника валли двигательсем хатĕрлет. Алтай крайĕн энергетикĕсене Чăваш енри электротехника кластерĕн предприятийĕсен продукцийĕ питех те кирлĕ, çав вăхăтрах ЧР агропромышленноç комплексĕн организацийĕсем Алтай крайĕнче тырăпа комбикорм туянаççĕ. Визит тĕллевĕ – тĕрлĕ сферăри чи лайăх управлени практикипе паллашасси, тивĕçлĕ хак парасси тата малашне унпа ăнăçлă усă курасси.
«Чăваш енпе Алтай крайне çыхăнтараканни нумай, вĕсем икĕ регионшăн та ÿсĕм саманчĕсем пулма пултараççĕ. Пирĕн тĕлпулусем пĕр-пĕриншĕн усăллă çыхăнусене çирĕплетме тата ĕçтешлĕхе аталантарма çĕнĕ хăват хушасса шансах тăратăп. Эпир Алтай тăрăхне юрататпăр, сирĕнпе малашне те туслă тата ĕçлĕ çыхăнусем тытăпăр», – палăртнă Михаил Игнатьев.