06 мая 2015 г.
Чăваш Республикин хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсен тата техникăн ытти тĕсĕсен юсавлăхне асăрхаса тăракан патшалăх инспекцийĕн хушăвĕпе килĕшÿллĕн, май уйăхĕн 20-мĕшĕччен районта «Частник» профилактика операцийĕ иртет.
Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче чи малтанах хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсем регистраци кăтартăвĕсемпе килĕшсе тăнине, регистраци йĕркине уянине, çулсерен техника тĕрĕслевне тухнине, машинăсемпе çÿреме ирĕк парас йĕркене пăхăннине, регистраци докуменчĕсем пуррине тата ытти самантсене уйрăм тимлĕхе илĕç.
Çул-йĕр правилисене е машинăсен регистраци йĕркине пăсни, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсем çул-йĕр хăрушсăрлăхне тивĕçтерменни, страхлав йĕркине уяманни, техника тĕрĕслевĕ витĕр тухманни е ытти çитменлĕхсем палăрчĕç-тĕк, административлă мерăсем йышăнма тивĕ.
И.ТИМОФЕЕВ,
патшалăх техника асăрхавĕн
Вăрнар районĕнчи патшалăхăн аслă
инспекторĕ.