06 мая 2015 г.
Уяв умĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа вĕсем тĕрлĕ объектсене çитрĕç
Ĕç ÿссех пырать
Вăрнарти аш-какай комбиначĕн Малтикас Ялтăрари выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче кăçалхи ноябрь тĕлне 1000 пуç вырнаçмалăх тата икĕ вите, çавăн пекех сăвăм залĕ ÿссе ларĕç. Пĕрремĕшĕ сентябрьтех хута кайĕ.
Хальхи вăхăтра кунта строительство ĕçĕсем анлă сарăлнă. Строительсен пĕр ушкăнĕ каркассене сăрлассипе тата сыпăнтарассипе, тепĕр ушкăнĕ насус станцине çĕклессипе тимлет. Ку ĕçсене тĕпрен илсен предприятире тăрăшакансемех пурнăçлаççĕ.
Паянхи куна ку фермăри сĕтлĕ кĕтÿ – республикăра чи пысăкки: 1100 пуç. Кунсерен предприяти сĕт завочĕсене 16 тонна пысăк пахалăхлă сĕт ăсатать. Сăвăм кăтартăвĕ районта чи лайăххи – пĕлтĕр кашни ĕнерен вăтамран 5600 кг сĕт суса илнĕ.
Николай Аливанов директор предприятин пĕр тĕллев пулнине палăртрĕ – сĕт тата аш туса илессине ÿстересси.
Чи ыйтуллă объект
тесе ахальтен каламарĕ Иван Моторин Вăрнарти 145 вырăнлă ача сачĕн строительствине. Февральте пулнăранпа кунта ĕçсем малалла ытлашши шуманнине палăртрĕ.
Строительсем халĕ шалти ĕçсемпе тимлеççĕ, электрооборудование вырнаçтарса пĕтермен-ха.
Иван Борисович ача сачĕн икĕ хутĕнче те, чылай пÿлĕмĕнче пулчĕ. Шапăртатса юхакан мачча, паллах, унра çивĕч ыйту çуратрĕ. Подряд организацийĕн ертÿçи Юрий Альхимович тĕрлĕ сăлтав шырарĕ – «ăшă трассипе çыхăнтарма чăрмавсем пулнă» тата ытти те. Премьер-министра ку хурав килĕшмерĕ, республикăри хальлĕхе чи проблемăллă объект ятне сирес тесен строительство ĕçĕсене хăвăртлатма, ача садне срокран юлмасăр хута яма асăрхаттарчĕ.
Район, поселок администрацийĕсен пуçлăхĕсен Леонид Николаевпа Анатолий Старавойтăн садика çити çул сарас тĕлĕшпе пуçарнă ыйтăвне Иван Моторин татса пама пулăшма шантарчĕ.
Миллиардниксен шутĕнче
Иртнĕ çул «Чувашкабельмет» акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ те çак предприятисен йышне сулмаклăн кĕчĕ. 2014 çулта кăна 4287 тонна пăхăр тĕркемĕсем тата пăралукĕ шăратса кăларнă. Пĕтĕмпе 1041 млн тенкĕлĕх.
Асăннă предприяти район территорийĕнче 2012 çулта ĕçлеме тытăнчĕ. Виктор Рыжов директор (сăнÿкерчĕкре) производство линийĕсене, хĕртекен кăмакасене кăтартса çаврăннă хыççăн пăралуксем шăратса кăларас технологие ку вырăнти условисене кура хăйсен ырă улшăнăвне кĕртнине схема çинче ăнлантарчĕ. Паллах, ку хăнасене тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те. Паянхи куна «Чувашкабельмет» предприяти 82 çынна пĕрлештерет.
Чăваш ен Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин визитпа пĕтĕмĕшле кăмăллă пулчĕ, вăрнарсене тата вăйлăрах ĕçлеме ăнăçу сунчĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.