Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп ыйту – тупăша ÿстересси

06 мая 2015 г.

Кирек хăш регионшăн та харпăр хăй тупăшне ÿстересси, вăл шутра – муниципаллă пурлăхпа усă курнинчен те, приоритетлă задачăсенчен пĕри. Çак эффективлăха укçана куçарсан мĕнпе танлашать-ши; Кун пирки эпир Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕн заместителĕпе Ирина Геннадьевна Устенкопа калаçрăмăр.

– Чăн та, муниципаллă пурлăхпа усă курни вырăнти бюджетăн тупăшĕн пĕр пайĕ. Экономикăри ансат мар лару-тăрура ку енĕпе тупăшу чакман çеç мар, 2014 çулхи шайран та ирттернĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне вырăнти бюджетсене 409,3 млн тенкĕ (25 процент ытларах) пырса кĕнĕ.

Патшалăх тата муниципаллă пурлăхпа усă курнинчен килекен укçа-тенкĕ социаллă ыйтусене тата çынсен пурнăç пахалăхне ÿстерме те каять. Ку налук мар тупăш пурлăха приватизациленинчен, муниципаллă харпăрлăхри пурлăха тата çĕр лаптăкĕсене арендăна панинчен, çĕр лаптăкĕсене сутнинчен, муниципаллă акци пакечĕсенчен килекен дивидентсенчен тата ыттинчен пухăнать.

– Ирина Геннадьевна, Вăрнар районĕнчи бюджета налук мар тупăшпа тултарассине мĕнлерех хакланă пулăттăр;

– Вăрнар район бюджетне пĕрремĕш кварталта ку тĕсрен 3054,1 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Ытларах пайĕ çĕре арендăна панинчен – 42,6 : тата çĕр лаптăкĕсене сутнинчен – 40,6 :. Унсăр пуçне, муниципаллă пурлăха тара панинчен пырса кĕнĕ укçа-тенкĕ 503,2 пин тенкĕпе, пурлăха приватизациленинчен 769 пин тенкĕпе тата тупăш пайне куçарнинчен 0,8 пин тенкĕпе танлашать.

– Çапах та муниципаллă хыснана чи нумай тупăш хываканни мĕн-ха;

– Пысăк пайĕ – пурлăха приватизацилени. Çулталăк пуçланнăранпа ку тĕсрен муниципалитетсен бюджечĕсем 168,1 млн тенкĕлĕх пуянланнă. Ку вăл налук мар хывăмсен 41 проценчĕ.

Юлашки çулсенче объектсене приватизацилесси уççăн пурнăçланать. Республика пурлăхĕн торгисем çинчен кашниех пĕлме пултарать. torgi.gov.ru сайтра информаципе туллин паллашма пулать. Çитменнине, вăл тÿлевсĕр çеç мар, унта пĕтĕм тĕнчери торгисен результатне пĕлме май пур.

– Ирина Геннадьевна, калăр-ха, тархасшăн, муниципаллă миçе пурлăха арендăна панă;

– Кăçалхи виçĕ уйăхра муниципаллă пурлăха тата çĕр лаптăкĕсене арендăна панинчен 201,4 млн тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Район тата хула округĕсен администрацийĕсем 194,2 пин тăваткал метр муниципаллă пурлăха тата 198,7 пин га çĕре арендăна панă.

Анчах та паян аренда тÿлевĕсемпе парăмсем пухăнни çивĕчлĕх кăларса тăратать. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне вăл 350,6 млн тенкĕпе танлашать, вăл шутран 112,9 млн тенкине тавăрма май çук. Чи пысăк парăм Шупашкарта. Вăрнар районĕнче вăл 2,4 млн тенкĕ. Ку сумма арендатор-парăмçăсене панкрут тесе йышăннипе тата конкурс производствине уçнипе çыхăннă.

Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем аренда тÿлевĕсене вăхăтра хывассине тивĕçтерессипе сахал мар ĕç тăваççĕ. Харпăр хăй ирĕкĕпе укçа тÿлеменнисене судра пăхса тухаççĕ.

– Ирина Геннадьевна, усă курман çĕр лаптăкĕсене çаврăнăша кĕртессипе ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ-ха;

– Ку енĕпе республикăра «халăх инвентаризацийĕ» ĕçлет. Пĕлтĕрхи октябрьте унăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленчĕ, ун вăхăтĕнче пушă выртакан тата тухăçсăр усă куракан 2090 çĕр лаптăкне тупса палăртнă. Хальхи вăхăтра «халăх инвентаризацийĕн» иккĕмĕш тапхăрĕ пырать. Чăваш ен Пуçлăхĕ хăйĕн Çырăвĕнче пушă выртакан тата эффективлă мар усă куракан çĕрсене йĕркене кĕртмеллине çирĕп асăрхаттарчĕ.

Тупса палăртнă ку йышши çĕр лаптăкĕсенчен 568-шне кадастр учетне илнĕ. 229-шне çаврăнăша кĕртнĕ, вăл шутран 47-не нумай ачаллă çемьесене уйăрса панă. Пушă çĕр лаптăкĕсен Пĕрлехи информаци ресурсне 40 участока (41,8 га) кĕртнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика