06 мая 2015 г.
Рункăри Серафима Никитична Никитина патĕнче пултăмăр, ăна 94 çул тултарнă ятпа саламларăмăр.
Эпир пынă чухне вăл пикенсех пахча тасатнине курсан çутçанталăк ăна мĕн тери çирĕп чун, вăй парнеленине курса тĕлĕнтĕмĕр. Çав тери уçă чунлă çын. Çывăх çыннисене те пулăшма тăрăшать.
Çакна асăнмасан ун портречĕ тулли пулмĕ – çÿллĕшпе вăл, халăх калашле, пăрчăкан пек кăна, çавăн пекех йĕрĕ, чĕрĕ. Пур ĕçе те ĕлкĕрет.
Серафима Никитична ялти шкулта тăватă класс вĕреннĕ. Малалла пĕлÿ илме май пулман.
Вăрçă пуçланнă вăхăтра «Малый Цивиль» колхозра вăй хунă. Ăна та ытти хĕрачасемпе пĕрле Сăр çине, Тутар республикине окопсем чавма илсе кайнă.
Çав хăрушă çулсенче ял-йыш пĕр çемьери пек пурăннă, пĕр-пĕрне пулăшнă. Серафима Никитична та Çĕнтерĕве ĕçре туптанă. Пиччĕшĕ фронтра пуçне хунă.
,мĕрĕпех колхозра тăрăшнă вăл. Ыттисем çемьепе пурнăçлакан нормăна пĕчченех тултарнă.
94 çулхи кинемейĕн çуртĕнче таса та хăтлă. Вутти-шанкине те хăех хатĕрлет вăл, пахчаçимĕçне те çитĕнтерет, калчине те килтех ÿстерет.
– Çак ĕçсене тума сывлăхăр çитет-и; – çуралать ыйту ирĕксĕрех. «Больницăра та выртман, тухтăрсем патне те çÿремен», – пулчĕ хуравĕ. Серафима Никитична хăй пурнăçĕнче пĕр хутчен кăна, вăрçă вăхăтĕнче окопсем чавнă чух, шăнса пăсăлнă иккен, ун хыççăн чир-чĕр ун çумне çулăхман.
Çакă та тĕлĕнтерчĕ. Вăл районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçата çав тери юратса вулать. Куçлăхсăрах. Хаçатпа ыттисене те туслашма сĕнет. «Чун апачĕ те пурнăçа тăсать», – тет.
Нумаях пулмасть Серафима Никитична кăкăрĕ çинче Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕ ялтăртатма тытăннă.
Эпир, çамрăксем, нумай чухне аслă ăрăвăн вăйĕнчен, сывлăхĕнчен тĕлĕнетпĕр. Йывăр çулсем пирĕн ветерансен чунĕсене çирĕплетнĕ. Чи кирли – вĕсем пурнăçа хакланă, ыттисемпе килĕштерсе пурăннă.
Çавăнпа та Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн çак чаплă куна çывхартма пулăшнă мĕнпур çынна тав сăмахĕ калатăп. Эпир сирĕн умра парăмра.
И.СМОЛИНА,
халăха социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерекен районти пай пуçлăхĕ.