06 мая 2015 г.
Шупашкарта ачасен республика шайĕнчи «Excelsior» конференцийĕ иртрĕ. Пирĕн районтан 19-ăн хутшăнчĕç. Уравăш шкулĕнчи 8-мĕш класра вĕренекенсем виççĕн.
Юлиана Ермошкинан «Ачалăхăм сăпки – Кÿлхĕрри» ĕçĕ жюрине те, пĕрле ăмăртакансене те килĕшнĕ, виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ. Анжелика Орловапа Маша Вазянга «Право» секцинче хăйсен «Клептомания – игра или преступление;» ĕçне хÿтĕленĕ. Хальхи вăхăтра магазинсенче тĕрлĕ тавар вăрласси анлă сарăлнă. Хĕрачасем çак пулăма тĕпченĕ, «клептомани» вăйă мар, преступлени пулнине палăртнă. Жюри председателĕ Е.Э.Иванова, Ульянов ячĕллĕ патшалăх университечĕн юристсене хатĕрлекен факультетăн деканĕ, Машăпа Анжеликăн ĕçне ырланă, малашне те çитĕнÿсем тума ырă суннă. Конкурссене малашне те хутшăнма чĕннĕ. Хĕрачасем хулари лицей-гимнази ачисене çĕнтерсе иккĕмĕш вырăна тухнă.
Маша Вазянга «Отечество» секцире те палăрнă. Вăл Уравăш шкулĕнчен вĕренсе тухнă, халĕ Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекен Кирилл Федоровпа пĕрле Георгий Игнатьевич Игнатьевăн кун-çулне тишкернĕ. Вăрçă ветеранĕн ывăлĕсемпе курса калаçса, çемье архивĕнчи документсене тĕпе хурса, Г.Игнатьев пурнăçне туллин çутатнă. «Аслă Çĕнтерÿре кашни фронтовикăн тÿпи пур, çавăн пекех Уравăш çыннисен те. Эпир хамăр ентешсемпе чăннипех мухтанатпăр», – çапла пĕтĕмлетнĕ Машăпа Кирилл хăйсен шухăшне. Тĕпчеве малалла тăсма шантарнă. Вĕсем виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Савăнатпăр Уравăш шкулĕнче çакăн пек пултаруллă, хастар ачасем вĕреннĕшĕн.
Тĕпчев ĕçне явăçтарас тĕлĕшпе М.Л.Ермошкина, Р.Н.Ермошкина, Н.В.Федорова, Л.П.Ильина, А.П.Илларионова, О.В.Кудрова, С.М.Андреева, Н.В.Федорова нумай çул ĕçлеççĕ.
Çемье, йăх историйĕ, Уравăш ялĕ, халăх йăли-йĕрки, шкул, чиркÿ, больница, паллă çынсем – çак ыйтусемпе пурте пекех интересленеççĕ. Уравăшри пĕвесене экологи енчен тишкересси, чăвашсен ĕлĕкхи тата хальхи мунчи, топонимсем, чăвашсен ал ĕçĕсем аталанни, çамрăксем кĕнеке сахал вулани, кĕсье телефонĕсем вĕренме чăрмантарни – çапла улшăнса пыраççĕ ачасен тĕпчев ĕçĕсем.
Республикăрисене анчах мар, çĕршыври, тĕнчери пулăмсене те тишкерĕпĕр. Ачасен тавракурăмĕ анлăлансах пытăр. Ачасене тĕпчевсене явăçтарасси, вĕсен тавракурăмне анлăлатасси, хăйсен ăстăнĕпе вăйне шанма, хаклама вĕрентесси, малалли ĕмĕчĕсене пурнăçлама пулăшасси тата тăван ене юратма вĕрентесси – пирĕн тĕллевлĕ тивĕç.
Çуркуннехи каникулта районта Çĕнтерÿ кунне халалласа «Мы помним» конференци иртрĕ. Уравăшри 8-мĕш класра вĕренекен 7 ача çĕнтерÿçĕсен ретне тăчĕ.
Вăрнарти историпе таврапĕлÿ музейĕпе тачă çыхăну тытатпăр. Вăрнар, Красноармейски, Элĕк районĕсенчи истори учителĕсен пĕрлешĕвĕсемпе «Я и моя Родина» конкурса кăçал тăваттăмĕш хут ирттертĕмĕр. Ку конкурса пĕтĕм республикăран хутшăнаççĕ. ,çĕсем музейра упранаççĕ. «Орауши – географический центр Чувашской Республики» сайтпа паллашма пулать. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен сайт авторĕ патне тав çырăвĕсем килеççĕ. Аякри ентешсем ял çинчен, паллă çынсем çинчен вуласа пĕлеççĕ, пулăшу ыйтакансем те пур.
Н.ФЕДОРОВА,
истори учителĕ.