Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фрицсене Берлинта «ăшаланă»

06 мая 2015 г.

Награда хутĕнчен: «Тăшманăн Берлин çывăхĕнчи кăнтăр-хĕвелтухăç пайĕнче хуптĕрлесе-çавăрса илнĕ ушкăнне тĕп тунă чухне Тихонов юлташ паттăррăн çапăçма пултаракан хăюллă наводчик пулнине кăтартса пачĕ. 1945 çулхи майăн 2-мĕшĕнче нимĕçсен капашсăр ушкăнĕ ирпе ирех пулеметсенчен хаяррăн персе пырса пирĕн позицие путлантарасшăн пулчĕ. Тихонов çакна кура-тăркач туппинчен пемешкĕн хатĕрех тăнă. Вĕçĕмсĕр шăхăракан пульăсенчен сыхланса, туппине авăрланă, снарядсене кĕпĕрленнĕ нимĕçсем çине тăрслаттарнă. Сехĕрленсе ÿкнĕ фрицсем сапаланса тарма пуçланине курсан хавхаланса «Хенде хох!» тесе кăшкăрма тытăннă. Çак самантра пĕтĕм расчет хăй вырăнне çитсе йышăннă. Ку тытăçура Тихонов юлташ нимĕçсен 40 салтакĕпе офицерне тĕп тунă, 18-не тыткăна илнĕ. Тихонов юлташ Хĕрлĕ Çăлтăр ордена тивĕçлĕ. 2-мĕш дивизион командирĕ Каштанов капитан. 1945 çулхи июнĕн 25-мĕшĕ».

Хĕрлĕ Çар ретĕнче Николай Тихонов 1940 çултанпа тăнă. Вăрçă çулĕсенче тăшманпа 2-мĕш Украина (1944 çулхи январьтен çак çулхи декабрĕн 1-мĕшчен) тата 1-мĕш Украина (1945 çулхи майăн 9-мĕшĕччен) фрончĕсенче çапăçнă. Йывăр артиллерин Хĕрлĕ Çăлтăрлă, Хĕрлĕ ялавлă 98-мĕш аркату бригадинче 7-мĕш батарейăри тупă наводчикĕ пулнă. Паттăрлăхне палăртса панă наградисен ретĕнче: Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ, Тăван çĕршыв Аслă вăрçин иккĕмĕш сыпăкри орденĕ, медальсем – «Хастарлăхшăн», «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн», «Берлина илнĕшĕн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн», «Германие çĕнтернĕшĕн». 1944 çулхи августăн 22-мĕшĕнчен тата 1945 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнчен Аслă главнокомандующи Тав тунисем пур.

Николай Тихонович нумай çул хушши Шалти ĕçсен тытăмĕнче кăтартуллă ĕçленĕ. Çавăншăн ăна 1958, 1968, 1979, 1988 çулсенче медальсемпе наградăланă, 1961 çулта «Милици отличникĕ» паллăпа чысланă. Çĕнтерÿ юбилейĕн медалĕсем пиллĕк таран. Николай ялта, колхозра, Хĕрлĕ Çарта питĕ правур комсомолец шутланнă. Спорт ăмăртăвĕсенче ялан малти вырăнсене тухса çĕнтернĕ. Пĕр 1951 çулта кăна çăмăл атлетсен кросĕсенче виçĕ пин, пилĕк пин метра тата вунă километра чупса Чăваш АССР Министрсен Канашĕн физкультурăпа спорт комитечĕн 1-мĕш степеньлĕ дипломĕсене пилĕк хутчен илме тивĕçлĕ пулнă.

Çичĕ çул çар ретĕнче тăрса çирĕм çул ытла Шалти ĕçсен органĕсенче ĕçленĕ Николай Тихонович Тихонов сакăр вун виçĕ çул пурăннă, унăн вил тăпри çинче паян та чĕрĕ чечексем туллиех.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика