06 мая 2015 г.
Хăй вăхăтĕнче вăрçă участникĕсемпе чылай калаçнă, вĕсен аса илĕвĕсене çырса илнĕ. Çавсем хальхи ăрушăн мĕн тери хаклă.
Акă, Николай Леонтьевич Леонтьев (1918 – 2002 ç.ç.) аслă сержант каласа пани: «Вăрçă пуçлансан Тăван çĕршыва ирсĕр фашистсенчен çăлса хăварас тесе Кăмпал ялĕнчен 84-ăн тухса кайнă. Мана Хĕрлĕ Çара 1939 çулта илнĕ, 1941-мĕшĕнче вăрçă пуçланчĕ. Малтанхи çапăçăва Румыни чиккинче вăрçă пуçланнă кун кĕтĕм. Ун хыççăн Брянск, 1-мĕш Украина фрончĕсен йышĕнче Днепр шывĕ хĕрринче, Константиновка, Артемовск, Брянск, Николаев, Днепропетровск хулисемшĕн вирлĕн çапăçрăмăр.
1943 çулта Орелпа Курск пĕккинче урса кайнă сĕмсĕр фашистсем хаяр çапăçусем пуçласа ячĕç. Пирĕн командовани вĕсен ирсĕр планне малтанах сиснĕ, çавăнпа та эпир çапăçăва вăйлăн хатĕрлентĕмĕр. Танксем, самолетсем, тупăсем, «Катюшăсем» кирлĕ вырăнта вырнаçрĕç, июлĕн 5-мĕшĕнче ирхине ирех тăшман çине вут-хĕм сапма пуçларĕç, снарядсем ăсатрĕç. Эпĕ тăшманăн икĕ танкне персе тĕп турăм. Тăшман 12-мĕш хут атакăна çĕкленчĕ. Татах «Тигр» танксем çывхарса çитрĕç. Эпĕ 3-мĕш танка вут хыптартăм. Полк командирĕ мана çапăçури паттăрлăхшăн чун-чĕререн савăнса ăшшăн саламларĕ».
Вăрçăри паттăрлăхшăн Николай Леонтьевич Леонтьева 3 степень Мухтав орденĕпе, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, «Çапăçури паттăрлăхшăн» медальпе наградăланă.
И.СМИРНОВ,
историк-пенсионер.
Шăхаль.