06 мая 2015 г.
– Шахматçăсен Сĕнтĕрвăрринче ман ятпа ирттернĕ фестивальне больницăран тухса тÿрех хутшăнма тиврĕ,– терĕ Виссарион Афанасьевич. – Эп хальхинче малти вырăнсемшĕн çапăçман, анчах аптрамарăмăр, Валерий Наумов çине тăнипе Вăрнар районне тăваттăмĕш вырăнпа çырлахтарчĕç. Республикăри районсемпе хуласенчен хальхинче 34-ăн тупăшрăмăр.
В.Афанасьева фестивале уçма ирĕк панă, шăпах уяв кунĕнче 80 çул тултарнă ятпа ăна делегацисен пуçлăхĕсем саламланă, Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн физкультурăпа спорт секторĕн Хисеп грамотипе наградăланă, литература кĕнекисем парнеленĕ. Фестивальти шахматçăсен кăçалхи ăмăртăвĕнче 1-мĕш вырăнта – çĕрпÿсем, 2-мĕшĕнче – Шупашкар хулин мастерĕсем, 3-мĕшĕнче – Сĕнтĕрвăрринчен пухăннисем.
Шахмат спорчĕн мастерĕ сакăр вуннăра та ĕçсĕр лармасть. Иртнĕ кĕркунне Малти Ишекре вун пилĕк сотка çинче ыхра лартса хăварнă. Виçĕм кун йăрансене минераллă удобернисемпе апатлантарчĕ. Шултра шăллă ыхра пĕлтĕр 1 тонна та 100 килограмм туса илнĕ, 709 килограмне Вăрнарти аш-какай комбинатне сутнă.
В.МИХАЙЛОВ.