29 апреля 2015 г.
Хĕл хыççăн çÿп-çап йăванни, кил хуçалăхĕнчи тасату ĕçĕсем хыççăн урамсенче, çул хĕррисенче, посадкăсемпе вăрмансенче çÿп-çап куписем йĕркеленни тавралăх сăнне пăсать çеç мар, пирĕн культурăсăрлăха та уççăн кăтартать. Тĕрĕссипе, тасалăхĕ хамăршăн-çке, анчах та çакна кашниех ăнланасшăн мар.
Апрельте районта экологи уйăхлăхĕ старт илчĕ. Халĕ ав район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев, «Август» Фирмăн «ВХПЗ» филиалĕ чĕнсе каланипе апрель вĕçĕнче – май уйăхĕн 1-мĕшĕнче пысăк субботник йĕркелеме йышăннă. Паллах, пĕтĕм организаци-предприятире ĕçлекенсем, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хутшăннипе.
Виçĕмкун ку енĕпе район администрацийĕнче ĕçлĕ калаçу пулчĕ. Леонид Николаев ертÿçĕсене çутçанталăк умĕнчи тивĕçе пурнăçлама, хамăр пурăнакан, ĕçлекен вырăна тирпей-илем кĕртме чунтан чĕнсе каларĕ.
Предприятисен поселокра уйăрнă территорийĕсемпе тата вĕсенче пурнăçламалли ĕçсемпе паллаштарнă май, Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Старовойт хăш-пĕр лаптăксенче ĕçсем чăннипех те пысăк пулнине палăртрĕ.
Сăмахран, Луговая урамра. Çынсем унта та кунта çÿп-çап куписем йĕркелеççĕ, анчах та субботника тухас текенсемех çук. Ку лаптăка «Энергостроймонтаж» çумне çирĕплетнĕ, ку акципе йĕркелĕх кĕртĕç-ха предприятире тимлекенсем, анчах та ăссăрла çынсем хыççăн кашни кун тенĕ пек çÿп-çапа пуçтарса пĕтереймĕç.
«Тĕлли-паллисĕр çÿп-çап тăкакансене штрафламалла», – сĕнчĕç ларура предприяти ертÿçисем. Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕн директорĕ Федор Волков, «Чувашкабельмет» ертÿçи Виктор Рыжов хăйсен предприятисен çывăхĕнчи вăрмансене техникăпах йăлари каяшсене, ăпăр-тапăра килсе тăкнине çирĕплетрĕç.
Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕн пай ертÿçин Евгений Захаровăн тасалăх енĕпе тунă хĕрÿ асăрхаттарăвне те ăнланмалла – центртах акă хăш-пĕр лавккасем умĕнче урнăсем çук. «Май вĕçĕнче Вăрнара чылай регионтан, çĕршывран пысăк делегаци килсе çитмелле. Хăнасем умĕнче пите хĕретес марччĕ», – терĕ вăл.
«Америка вĕренине тĕппипе пĕтермелле, культурăллă тĕмсем лартмалла», «Газон курăкне акмалла», «Урама, çурт территорисенче тĕрлĕ хут-хутаç, кĕленчесем, ытти ăпăр-тапăра пăрахакансене явап тыттармалла»... Сĕнÿсене пурнăçа кĕртме палăртрĕç. Урамра ирĕклĕ çÿрекен качакасем пирки те сăмах хускалчĕ. Чăн та, вĕсем юлашки çулсенче чылай çĕрте тĕмсене йăлтах кăшласа ячĕç. Ашмаров урамĕпе кăна мĕнлерех пилешсем ÿсетчĕç; «Хуçисене штрафлама ирĕк пур», – палăртрĕç Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхне ыйтăва тимлĕхе илме ыйтса.
Çак кунсем тасалăх кунĕсем пулассипе иккĕленмелли çук. Таса чунлисем, яваплисем ку ĕçрен никам та юлмĕ. «Пирĕн ĕç мар» текеннисене вара хĕрхенмелле кăна – вĕсем чунпа ытла та нишлĕ...
С.ЧИКМЯКОВА.