Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яваплă тапхăр умĕн

29 апреля 2015 г.

Çак кунсенче пирĕн корреспондент Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕпе – ял хуçалăх министрĕпе Сергей Павловпа агропромышленноç ыйтăвĕсем тавра калаçнă.

– Сергей Владимирович, çĕр ĕçченĕшĕн хĕрÿ вăхăт çитрĕ. Çанталăк йĕркеленсе çитсенех пĕтĕм техника уя тухĕ. Вăрнар районĕнче те çуракине тухма хатĕр, анчах çанталăк юнтарни чăрмантарать...

– Çапла, умра – çураки. Кăçал акнă лаптăксем 565 пин гектар йышăнмалла. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан 5,6 пин гектар ытларах. «Иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне 3 пин гектар ÿстерме палăртнă. Кĕрхисем 89 пин гектар йышăнаççĕ. Специалистсем вĕсен 90 проценчĕ аван хĕл каçнине палăртаççĕ.

Çурхисене 281 пин гектар акса-лартса хăвармалла. Хуçалăхсем вăрлăх хатĕрлессипе лайăх ĕçленĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 50,2 пин тонна хывнă (кирлин 105 проценчĕ), 87 проценчĕ кондицие ларнă.  

Вăрнар районĕнче кăçал ял хуçалăх культурисене 28 пин га çинче туса илĕç, çав шутра 17370-шĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем. Çĕрулми лаптăкĕ 700 гектарпа танлашĕ. Выльăх апачĕ те ытлă-çитлĕ пулĕ.

Кĕрхи культурăсене 1800 га тата нумай çул ÿсекен курăксене 700 га çинче апатлантарнă. Техника та уй-хире тухма хатĕр.

– Топливо, ÿсентăрана хÿтĕлемелли хатĕрсем хаклансах пыраççĕ… Ака-суха ял ĕçченĕшĕн хакла лармĕ-ши; Патшалăх субсидийĕ вăхăтра çитĕ-и?

– Çапла минерал удобренийĕн хакĕ, сăмахран, 30 процент ÿснĕ.

Пирĕн тĕллев – ял хуçалăх таварĕ туса илекенсем патне патшалăх субсидине вăхăтра çитересси. Кăçал республикăна 2,5 млрд тенкĕ уйăрмалла, çав шутран 816,7 млн тенкине хуçалăхсене куçарса панă ĕнтĕ. Ку иртнĕ çулхинчен 1,3 хут ытларах.

Процент ставкисене субсидилессипе те ĕçлетпĕр. Сăмахран, хуçалăхсене литр сĕт пуçне хушса тÿлемелле. Паллах, çак укçа та уй-хир ĕçĕсене ирттерме кайĕ. Ака-суха валли кĕске вăхăтлăх кредитсем уйăрнă.

Тавар туса илекенсене техникăна 15 процент йÿнетсе сутĕç. Раççей Ял хуçалăх министерстви хака 25 процент таранах пĕчĕклеттересшĕн.    

– Сергей Владимирович, пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ, шăвармасăр пахчаçимĕç ÿсмест. Мелиораци мероприятийĕсем ирттерейĕпĕр-ши?

– «Чăваш Республикинче 2013–2020 çулсенче ял хуçалăхне аталантарасси тата ял хуçалăх продукцийĕн чĕртаварĕпе апат-çимĕç рынокне йĕркелесси» патшалăх программин «Чăваш Республикин ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрĕсенче мелиорацие аталантарасси» çумпрограмма ăнăçлă ĕçлет.

2014 çулта тĕллевлĕ программăна федераци тата республика бюджечĕсенчен 53 млн тенкĕ уйăрнă, республикăри 23 хуçалăх мелиораци техники туянма пултарнă, ку енĕпе 50 процент таран çăмăллăхпа усă курнă. Хуçалăхсенче вăй хуракансем çĕрсене шăварса тăни пахчаçимĕç, çĕрулми тухăçне чылай ÿстерме май панине пĕлеççĕ. Çавăнпа шăваракан лаптăксене пысăклатса пыма тăрăшаççĕ. Патшалăх условисем туса парать, пирĕн вĕсемпе туллин усă курмалла.

– Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче сĕт туса илекенсен чĕртавар пахалăхне, калăпăшне тата хакне патшалăх енчен тĕрĕслемеллине каланă. 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен хушма хуçалăхсене сĕтшĕн пахалăхне кура тÿлессине йĕркелеме ыйтнă. Организацисенче чĕртаваршăн пахалăхне кура тÿлессине тахçанах пурнăçа кĕртнĕ ĕнтĕ. Кĕçех çĕнĕлĕх хушма хуçалăхсене те пырса тивĕ. Мĕнле йышăнĕç-ха ăна Вăрнар районĕнче?

– Çапла, Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çырура килти хуçалăхсенчен паракан сĕт хакне тата пахалăхне патшалăх енчен йĕркелесе тăма хушрĕ. Ку ĕçе, паллах, патшалăх ветеринари службипе муниципалитетсене явăçтармасăр пурнăçлаймăн. Сĕт пуçтаракансемпе заводсем килти хуçалăхсен сĕчĕн пахалăхĕ вăйра тăракан норматив требованийĕсене тивĕçтермест теççĕ. Пахалăхне кура – хакĕ. Çавăнпа та тĕрĕслев пĕтĕмлетĕвне тĕпе хурса тÿлемелле.

Çак тĕллеве пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе районсенче канашлусем ирттертĕмĕр. Сĕт пухакансемпе тата ветеринари службинче вăй хуракансемпе тĕлпулусем йĕркелерĕмĕр, сутакан сĕт пахалăхне куллен тĕрĕслесе тăмаллине палăртрăмăр. Нумай чухне сĕт пухакансем халăхран туянакан сĕт пахалăхĕпе тивĕçтерсех каймасть теççĕ. Паллах, кунта кам айăплине те палăртма çук. Çавăнпа та сĕт пухакансене кашни сĕт сутаканпа килĕшÿ тума сĕнтĕмĕр.

– Калаçушăн тавах.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика