Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ахрăм: «Пирĕн республика. Тĕп тема»

29 апреля 2015 г.

Виссарион Афанасьевич Афанасьев, пенсионер, спорт юхăмĕн хастарĕ. Малти Ишек.

– Пирĕн вăхăтри çамрăксем спортпа çав тери туслă пулнă. Эпĕ хам та тĕрлĕ тĕспе кăсăкланнă çеç мар, çитĕнÿсем те тунă. Халĕ тивĕçлĕ канура пулин те ачасене шашка-шахмат тĕнчипе туслаштаратăп. Мухтанма та сăлтавĕ пур, вĕсем республикăра та малтисен йышĕнче.

Пĕр вăхăт халăх сывă пурнăç йĕркинчен палăрмаллах писрĕ. Халĕ пур ăру та каллех спорта таврăнни савăнтарать. Çакăн валли майсем те, условисем те пур. «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçатра «Пирĕн республика. Тĕп тема» проектпа Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев спорт объекчĕсенче çÿренине савăнса вуларăм. Чăн та, республикăра спорта аталантарассипе питĕ нумай ĕç турĕç, Шупашкар сумлă мероприятисен, ăмăртусен вырăнĕ пулса тăчĕ. Çулла ав çăмăл атлетика енĕпе Европăн команда чемпионачĕ пулать. Унта ял çыннисен те кайса курма май пулни чунăма хапăртлантарать. Эпĕ те çитсе курасшăн.

 

Александр Политов, полиатлон енĕпе Раççей спорт мастерĕ, Кÿстÿмĕрти вăтам шкулти физкультура учителĕ:

– «Пирĕн республика. Тĕп тема» проекта спорт теминчен пуçлани ăнсăртран мар. Пирĕн республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхăн ытларах пайне, уйрăмах çамрăксене, сывă пурнăç йĕрки патне туртăнтарасшăн. Çакăн валли, куратпăр ĕнтĕ, хулара çеç мар, яллă тăрăхсенче те мĕнешкел спорт керменĕсем çĕкленеççĕ! Вăрнарта хута янă Тăрăллă пăр катокне ав ялсенчен те тăтăш ярăнма çÿретпĕр. Спорта аталантарни – кирлĕ ĕç. Вăл сывă наци йĕркелеме май парать, çамрăксен пушă вăхăтне усăллă ирттерме пулăшать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика