Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăрушсăрлăх – пирĕн алăра

29 апреля 2015 г.

Пушар хăрушсăрлăхĕ – наци хăрушсăрлăхĕн тĕп пайĕ. Вут-çулăма пула республикăн тата ун çыннисен экономики пысăк тăкак тÿсет, çурт-хуралтăсем, техника тĕп пулаççĕ, çынсен пурнăçĕ татăлать.

2010 çулхипе танлаштарсан республикăра пушарсен шучĕ 20 процент (2010 – 1301, 2014 – 1032) чакнă пулин те ун хăрушлăхĕ пĕчĕкленмен-ха. Тĕп сăлтавсенчен пĕри çав-çавах юлать-ха: çулăмпа асăрханусăр пулни, электрооборудованипе усă курнă чухне хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни тата пăсни, юсавсăр кăмакасемпе, электропроводкăпа усă курни, ача-пăча шăрпăкпа выляни, типĕ курăка çунтарни. Çавăнпа та çĕр, пин, миллион хут аса илтермелле: пушар хăрушсăрлăхĕ – хамăр алăра.

Кашни çуртра огнетушитель пулни, çурта страхлани вырăнлă пулмалла. Правилăсем ансат, вĕсене çирĕп пăхăнмалла кăна: ачăрсене асăрхавсăр хăварма, нихăçан та вырăн çинче чĕлĕм туртма, электроприборсене пĕр вăхăтра сете нумай чикме юрамасть, килтен тухнă чухне вĕсене сетьрен кăларма манмалла мар, хăвăр ăсталанă приборсемпе, çавăн пекех ĕçлемелли вăхăчĕ пĕтнĕ оборудованипе усă курмалла мар. Типĕ тата нумай çул çулман курăка пăхса тăмасăр çунтарни те инкексем патне çитерет.

Анчах çак правилăсене темшĕн манатпăр-çке. Юлашки тĕлĕшпе республикăра уйрăмах пушарсем чылай пулнă. Кăçал кăна пушар хуралĕсем хыпса илнĕ типĕ курăка сÿнтерме 18 хутчен тухнă.

Профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ, типĕ курăка, çÿп-çапа çунтарма чарнă пулин те инкексем тĕл пулаççĕ-ха. Республикăн тĕрлĕ районĕсенче çак сăлтава пулах кÿршисен хуралтисем çунса кĕлленнĕ. Элĕк районĕнче вара çулăм çурт çине куçса 69-ти хĕрарăмăн пурнăçне татнă.

Типĕ курăка çунтарнăшăн паян штрафсем те пысăк: уйрăм çынсенчен 2000 пуçласа 5000 тенкĕ таран, должноçри çынсенчен 7000 пуçласа 50000 тенкĕ таран, юридици сăпатĕнчен 50000 пуçласа 1000000 тенкĕ таран шыраса илме пултараççĕ. Тĕрĕссипе, ăна пушара хирĕçле барьерсем тумасăр, çуртсемпе сооруженисенчен, вăрмансенчен, уйрăм ÿсекен çулçăллă йывăçсенчен 50 метртан, лăсăллă йывăçсенчен е вăрмантан 100 метртан аяккарах, çил çеккунтра 2 метртан ытларах хăвăртлăхпа вĕрсен çунтарма юрамасть. Курăка тивертсе янă пулсан ăна 5 çынран кая маррăн асăрхаса тăмалла, вĕсен ал айĕнче пушар сÿнтермелли хатĕрсем, сухалакан техника пулмалла.

Пĕлтĕр çуркуннехи-çуллахи тапхăрта типĕ курăка çунтарнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн требованийĕсене пăснăшăн 19 çынна 30 пин тенкĕлĕх, должноçри пĕр çынна 15 пин тенкĕлĕх штраф хунă.

2014 çулта Вăрнар районĕнче типĕ курăка çунтарнă тăватă тĕслĕхе шута илнĕ, çулăм икĕ гектара ярса илнĕ.

Иртнĕ канмалли кунсенче вара кунашкал инкек Кушлавăшпа Хураçырма ялĕсем çывăхĕнче пулнă. Çулăма вăхăтра чарман пулсан вăл пурăнмалли çуртсем çине те сиксе ÿкме пултарнă.

Инкек тÿсиччен ăна асăрхаттарни çăмăлрах, пушар хăрушсăрлăх правилисене пуçран кăларас марччĕ – вĕсене пысăк тимлĕхпе пăхăнасчĕ. Ачăрсене, кÿршĕсене асăрхаттарма ан манăр!

Умра – май уявĕсем, кану кунĕсем. Нумайăшĕ пахчасене, урамсене тасатма пикенет, çÿп-çапран, типĕ курăкран хăтăлма тăрăшать. Хăрушсăрлăх çинчен кăна манас марччĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика