29 апреля 2015 г.
«Кĕнеке тата литература чĕрĕ!» девизпа Парижра иртнĕ пĕтĕм тĕнчери кĕнеке Салонĕ – çулталăкри чи паллă пулăмсенчен пĕри.
Мероприятие Франци республикин культура тата çыхăну министрĕ Флер Пеллерин уçнă. Унта ют çĕршывсен тата Францин паллă политикĕсем, культурăпа наука деятелĕсем, вăл шутра Франсуа Олланд Президент тата Мануэль Вальс премьер-министр та хутшăннă.
Парижри кĕнеке Салонĕнче Раççее Мускав хула правительстви, Куçару институчĕ тата Раççей Естествознани Академийĕ (РАЕ) кăтартнă.
Чи пĕлтерĕшли çакăнта – РАЕ тăратнă стендсенчи наукăпа вĕрентÿ-методика изданийĕсене пирĕн ентешĕн, Вăрнарта çуралса ÿснĕ, халĕ Выборгра ĕçлесе пурăнакан РАЕ академикĕн Сергей Владимировăн ĕçĕсем те кĕнĕ.
Тăватă куна тăсăлнă Салонти куравсемпе 200 пине яхăн çын паллашнă, Сергей Арсеньевичăн ĕçĕсем те нумайăшĕнче кăсăклăх çуратнă.
Парижри сумлă мероприяти хыççăн Сергей Владимиров та Салонăн ылтăн медальне илме тивĕçнĕ.