29 апреля 2015 г.
Республикăра профессилле вĕрентÿ организацийĕсен студенчĕсем хушшинче ăс-хакăл конкурсĕсем пыраççĕ. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче вĕренекенсем те унта çитĕнÿсем тăваççĕ.
«Физика» секцийĕнче акă 113-мĕш ушкăнри Александр Федотов «Стандартлă мар йышăну» номинацире палăрнă.
43-мĕш ушкăнри Максим Васильев вара «Экологи тата çутçанталăкпа усă курас экологи никĕсĕ» секцире иккĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.
Пулас автомеханиксен республика олимпиадинче Чăваш енри тăхăр техникум студенчĕсем тупăшнă. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн чысне Андрей Терентьев (сăн ÿкерчĕкре) ăнăçлă хÿтĕленĕ, виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ертÿçисем – В.А.Егоров преподаватель тата производство вĕрентĕвĕн мастерĕ В.В.Васильев.