Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăтартусем ÿснĕ

29 апреля 2015 г.

Вăрнар районĕн 2015 çулхи пĕрремĕш кварталти социаллă-экономика лару-тăрăвĕ япăх мар: промышленность производствин сутăвĕн (119,9%), ваккăн таварçаврăнăшĕн (114,7%) калăпăшĕ ÿснĕ.

Промышленноçра харпăр хăй таварне сутнин кăтартăвĕ 1721,5 млн тенкĕпе танлашнă, кĕçĕн предпринимательство субъекчĕсен шутне кĕмен ваккăн суту тăвакан организацисен çаврăнăшĕ 153,8 млн тенкĕпе, обществăлла апатлану организацийĕсен 11,3 млн тенкĕпе танлашнă.

Кĕçĕн тата вăтам предпринимательствăра та ÿсĕм пур – 10,9 процент: 75,5 млн тенкĕлĕх харпăр хăй продукцине сутнă тата тивĕçтерÿ ĕçĕсем пурнăçланă.

Кăçалхи январь – февраль уйăхĕсенчи вăтам шалу – 17605,8 тенкĕ (ÿсĕм 4,7 %). Март вĕçĕ тĕлне учетра ĕçсĕр шутланса тăракансем – 130 çын. Икĕ уйăхра ача çураласси республикăри вăтам кăтартусенчен пысăкрах: 1 пин çын пуçне 13,7 ача.

Республикăри виçĕ уйăхри ырă тенденцисен шутĕнче – ял хуçалăх производствинчи, строительствăри ÿсĕмсем. Çак кăтартусем экономикăра тухса тăнă ансат мар лару-тăрăва пăхмасăр çулталăка ăнăçлă вĕçлессипе ырă шанăç çуратаççĕ.

«Промышленноçра çулталăк пĕтĕмлетĕвĕпе 2–2,5 процент ÿсĕм пулассине прогнозланă, строительствăра çавăн чухлех, ял хуçалăхĕнче 5 процентран кая мар», – палăртать Чăваш ен экономика аталанăвĕн, промышленность тата суту-илÿ министрĕ Владимир Аврелькин.

«АПК валли лару-тăру нихçанхинчен те ырăрах, – хушса хурать министр. – Ял хуçалăх таварĕсем хакланни вĕсене туса илекенсемшĕн лайăх. Хресченĕн малалла аталанма майсем ÿсеççĕ: продукцие упрамалли база йĕркелеме, техника туянма. Çитменнине, кризис йывăрлăхĕсене çемçетме патшалăх ку сферăна япăх мар субсидисем уйăрать, вăл шутра банксенчи кĕске вăхăтлăх кредитсен ставкисене те компенсацилет».

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика