29 апреля 2015 г.
Кашни çулах больницăра выртса сипленме лекет. Хальхинче мана мĕн килĕшрĕ; Темиçе çул каялла кабинетсем тăрăх тĕрлĕрен анализсемшĕн çÿреттĕмĕр. Халь офис врачĕсем яла килеççĕ, черетпе выртма шута илсе çыраççĕ. Чирлекенсем нумай. Васкавлă пулăшу машинипе илсе пынисене тăхтаса тăмасăр вырнаçтармалла. Пурте утса çÿреймеççĕ, çавна шута илсе ялти фельдшерпа офис врачĕ киле пыраççĕ. Эмелсем çырса параççĕ, районти тĕп больницăна яма пултараççĕ. Çав мелпе манăн та усă курма лекрĕ. Уншăн Эльвира Николаевнăпа Наталья Григорьевнăна чунтанах тав сăмахĕ калатăп.
Больницăра та санитаркăсен, медицина сестрисен ларса канма вăхăт сахал. Врачĕсем те ĕç кунĕ пĕтес умĕн каллех пырса тĕрĕслесе тухаççĕ. Сестрасене хушусем парса хăвараççĕ. Вăрах чирлекенсене ÿпкелеме çук. Анчах ĕçкĕпе хĕне кайнисене шеллеме хĕн, тухтăрсен сирĕнсĕрех ĕç нумай-çке. Чирлĕ çын валли вырăн тивĕçмест, сире валли ятарласа хунă тейĕн. Ялти фельдшерсем асăрхаттарнине, вĕсем хушнине итлесшĕн мар, çийĕнчен хыççăн чуптарса хăшкăлтараççĕ. Тĕрлĕрен им-çам персе хыпса асапланас марччĕ – виçене пĕлмелле.
Кашни кунах больницăна тин пĕçернĕ кукăльсем, пÿремечсем, тĕрлĕрен салатсем илсе пыраççĕ. Темĕн тĕрлĕ çын та выртать вĕт. Хăшĕн-пĕрин тăванĕ те çук, теприн ачи-пăчи инçетре.
Вăрнарти почта уйрăмĕнче ĕçлекен Алевтина (хушаматне пĕлеймерĕм) хаçат-журналпа кашни эрнерех тивĕçтерет.
Вунă кун тем вăхăтра иртсе кайрĕ. Уншăн уйрăмах терапи уйрăмĕн заведующине Рена Николаевна Прокопьевана тав тăватăп. Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ йывăр, çав вăхăтрах питĕ пархатарлă.
А.ПЕСКОВА.
Пăваяль.