29 апреля 2015 г.
Çĕмĕрлери следстви пайĕ хăйĕн çулталăкри ывăлне пăвса вĕлернĕ 37-ри хĕрарăм тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе Вăрнар район судне пăхса тухма ярса панă. Аса илтеретпĕр, ку тискер ĕç поселокра пĕлтĕрхи июлĕн 14-мĕшĕнче пулса иртнĕччĕ.
Следстви версийĕ тăрăх, çав кун хĕрарăм ачине хваттертен йăтса тухнă та хăйĕн ашшĕ-амăшĕн дача вырăнне усă куракан çурчĕ еннелле кайнă. Кунта амăшĕ ывăлне куртка капюшонĕн шнурокĕсемпе туртса лартса пăвнă, çакăн хыççăн пÿрте тул енчен питĕрнĕ те преступлени вырăнĕнчен тарса çухалнă. Темиçе сехетрен мăнукĕн виллине кукамăшĕ, пахчана ĕçлеме килнĕскер, тупнă. Малтанах вăл ача кÿми ларнине асăрханă, пÿрте кĕрсен – мăнукне, анчах вăл ун чухне сывлама пăрахнă ĕнтĕ.
Судпа психиатри экспертизин пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, хĕрарăм преступлени тунă вăхăтра, ăс-тăн пăсăлнине пула, хăй мĕн тунине ăнланма пултарайман. Ку чир хăйĕншĕн те, ытти çынсемшĕн те хăрушлăх кăларнине кура ăна ятарлă стационарта вăйпа сиплеме яма сĕннĕ.