29 апреля 2015 г.
«Пĕлтĕрхи октябрьте Çĕмĕрлере пĕр çамрăк интернетри социаллă сетьре экстремизм паллиллĕ комментари çырнине тупса палăртнă», – пĕлтереççĕ РФ Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн Çĕмĕрлери следстви пайĕнчен.
Унăн пурте курмалла сарнă сăмахĕсем нацисем хушшинчи курайманлăха тата хирĕçтăрусене пуçарас тĕллевлĕ-мĕн.
Следстви ĕçĕсене тата оперативлă шырав мероприятийĕсене ирттенĕ май çакă палăрнă: комментарисене сетьре çыраканĕ – Çĕмĕрлере çуралса ÿснĕ, халĕ Пермь хулинче пурăнакан 19-ти çамрăк.
Уголовлă ĕçе тишкерессине вĕçлемен-ха, следстви малалла пырать. Преступление Раççей Следстви комитечĕн следователĕсем Шалти ĕçсен республикăри министерствин экстремизма хирĕç кĕрешессипе тимлекен центрĕн сотрудникĕсемпе пĕрле уçса панă.