25 апреля 2015 г.
Ял хуçалăхĕн республикăри тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хăй вăхăтĕнче районти ял хуçалăх органĕсенче тимленĕ Александр Николаевич Борисов редакцири пÿлĕмре калаçса ларчĕ. «,нер кăна Йĕпреç хăнине ĕне тумашкăн виç уйăх ÿстернĕ тына пăрăва тыттарса ятăм, – терĕ. – Ăрачĕпе – çĕрпелсенчен туяннăскер. Амăшĕ питĕ сĕтлĕ. Хăй сатур сывлăхлă. Пăхасса ăна – чаплă пăхрăм, сĕт кăна 17 пин тенкĕлĕх çитернĕ (кунне 10–12 литр панă). Сутма – 14 пин тенкĕлле кайрĕ. Тăкаклă пулса тухрĕ...». Специалист шучĕпе, хресченле виçсен, питĕ тĕрĕс мар пулăм ку. Ялта выльăх-чĕрлĕх усракана хÿтте илес пирки правительство çÿллĕшĕнче йышăну тумалла. Тăкакшăн çеç камăн ĕçлес килтĕр!
А.Борисов Кушлавăшра икĕ ĕне тытать. Паха сĕт кунне 40 литр пухăнать. Çулталăк пуçламăшĕнче литрне 20 тенкĕпе сутнă. Февральтен хака 17 тенке хăварнă. Халь 15 тенкĕпе йышăнаççĕ. Çăва тухнă май ку хак икĕ хут чакать тесе халех хăратаççĕ. Шухăшлаттарать: ĕне те усрамалла, те усрас çук? Пĕлтĕрхи касăва ялтан 28 ĕне тухнă. Кăçалхи шутра 18 кăна. Çамрăк çемьесем чăх-чĕп те пăхасшăн мар, луччĕ катара, калăпăр, Мускав таврашĕнче батракланаççĕ. Вĕсене уншăн ятлама çук: ялти пурнăç куç кĕрет хĕсĕнсе пырать.
Тепĕр сăмах. Сĕт сутакансем те, сĕт продукчĕсем туянакансем те çакна ăнланаймаççĕ: сĕт хакĕ вĕçĕмрен катăлнă вăхăтра предприятисем продукци хакĕсене мĕншĕн ирĕклĕн пысăклатса пыраççĕ; Çу, хăйма хакĕсене тем вăхăтра икшер хут ÿстерчĕç. Усламçăсене кăшт та пулин тĕрĕслекен пур-и пирĕн;
В.МИХАЙЛОВ.