25 апреля 2015 г.
Çак ятпа ЧГТРК, ЧНТ тата «Советская Чувашия» хаçат пуçарнă çĕнĕ медиа проект старт илчĕ. Сенкер экрансем çине очерк тухрĕ ĕнтĕ. Паян вулакансене эпир хаçат версийĕпе паллаштаратпăр. Материал Чăваш ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти спорт объекчĕсем тăрăх инспекцилле çÿревпе пулни тата спорт аталанăвĕ пирки каласа кăтартать.
Спорт валли – миллиардсем
Шупашкар çине-çинех пысăк спорт ăмăртăвĕсен вырăнĕ пулса тăчĕ, вăл Хусанта иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери çуллахи Универсиада тата Сочири хĕллехи Олимп вăййисен эстафетисене йышăнчĕ. Иртнĕ çулхи октябрьте Пĕтĕм тĕнчери «Раççей – спорт çĕршывĕ» форума тата Раççей Президенчĕ Владимир Путин хутшăннипе физкультурăпа спорта аталантарассин Канаш ларăвне ирттерме ирĕк çĕнсе илчĕ.
Анчах та Чăваш ен рекордсемпе тата Олимп вăййисен, тĕнче, Европа первенствисен пьедесталĕ çине хăпарма тивĕçнĕ паллă спортсменсемпе çеç мар, сывă пурнăç йĕркине суйласа илнĕ çынсен шучĕпе те мухтанма пултарать. Республикăн 2020 çулчченхи тапхăра йышăннă социаллă экономика аталанăвĕн Стратегийĕнче физкультурăпа спорт этем потенциалĕн тĕп факторĕ тата пурнăç пахалăхне ÿстерекен эффективлă хатĕр пулнине палăртнă. Чăваш ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн Указĕпе иртнĕ çултанпа республикăра уйăхсерен Сывлăхпа спорт кунĕсем иртеççĕ, ун йĕркипе Чăваш енре пурăнакансем спорт объекчĕсене тÿлевсĕр кĕреççĕ. Çак кунсем, тĕрĕссипе, пиншер çыншăн çемье уявĕ пулса тăчĕç.
Юлашки çулсенче нумай профильлĕ спорт сооруженийĕсене çĕклеме 5 миллиард тенкĕ тăкакланă. Строительство хăвăртлăхĕ чакмасть-ха, уникаллă çĕнĕ объектсем хута каяççĕ.
Раççей Правительстви тата Спорт министерстви Чăваш енри спорт отрасльне мĕншĕн хытмасăр укçа-тенкĕ хывать; Хуравĕ пур – мĕншĕн тесен республикăн тата ун ертÿлĕхĕн шанăçĕ пысăк, кунта кирек мĕнле задачăна та пурнăçа кĕртеççĕ, çитменнине, уйăрнă укçа-тенкĕ çухалмасть.
Кун пекки урăх çук
– Графика пăхăнатăр-и? – кăсăкланчĕ Республика пуçлăхĕ велоспорт-маунтинбайк енĕпе олимпиецсене хатĕрлекен регионти центрĕн строительство площадкине кĕнĕ май. Хуравĕ майлă пулчĕ.
Комплекс Шупашкар 500 çул тултарнă ячĕллĕ паркра çĕкленет. Мускав проспектĕнчен ун контурĕ аван курăнать ĕнтĕ. Кунта 100х50 метрлă велодром, вырăн-вырăнпа 20 метр çÿллĕшлĕ çавра трасса, çавăн пекех нумай функциллĕ спорт залĕ, икĕ бассейн, медицинăпа сипленÿ центрĕ, ташăпа хореографи тата тренажер залĕсем, 48 вырăнлăх хăна çурчĕ пулĕç. Паллах, кризис ку объекта та укçа-тенкĕ енчен хĕсрĕ, анчах та алăсене усма кирлĕ мар.
«Кредитпа усă курмалла, объекта палăртнă срокра хута ямалла, – аса илтерчĕ строительсене Михаил Игнатьев. – Патшалăх тăкаксене саплаштарĕ».
Лешсем вара республика Пуçлăхне отделка тата строительство материалĕсене йăлтах туяннине, пĕр пайĕ Беларусьрен килнине каларĕç. Михаил Игнатьевпа Александр Лукашенко пĕрлешсе ĕçлесси пирки нумаях пулмасть алă пуснă килĕшÿ ку сферăра та ĕçлеме тытăнчĕ.
«Советская Чувашия» журналисчĕпе калаçнă май, республика Пуçлăхĕ маунтинбайк центрĕ çав тери хăйне евĕрлĕ пулнине, кунашкалли Раççейре урăх çуккине палăртрĕ. Кунта çĕршывăн пĕрлештернĕ командин членĕсем, ют çĕршыв велосипедисчĕсем тренировкăсем ирттерĕç. Пирĕн Ирина Калентьеван вара, Пекинри Олимпиадăн бронза призерĕн, «ылтăн» илме мĕнпур шанăç пулĕ.
Харпăр хăйне ĕненмелле
Раççей кăçал çăмăл атлетикăн чи престижлă турнирĕсенчен пĕрне – Европăн команда чемпионатне ирттерме ирĕк çĕнсе илчĕ. Июнĕн 20–21-мĕшĕсенче вăл Шупашкарта иртет. «Спорт королеви» пирки журналистсем Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен олимп резервисен юсалса çĕнелнĕ спорт шкулĕн çăмăл атлетика манежĕнче калаçрĕç.
Малтан çамрăк спортсменсем епле тренировка ирттернине сăнарĕç. «Старт умĕн яланах харпăр хăйне: «Эп чи вăйли, чи хăюлли» тесе каламалла, – çÿллĕшне сикекенсене пил пачĕ Михаил Игнатьев. Результачĕсем те хăвăртах пулчĕç – темиçе çамрăк спортсмен планкăна çăмăллăн çĕнчĕç.
Михаил Игнатьев тĕнче класлă спорт мастерĕпе, йĕтре ывăтакан Оксана Гауспа ăшшăн калаçрĕ. «Европа чемпионатĕнче мĕнлерех ăмăртăпăр;» – кăсăкланчĕ вăл тренертан.
«Тренировкăсем валли çакăн пек чаплă условисем пур чухне çĕнтерÿ çинчен кăна шухăшламалла, – терĕ Оксана. – Çитменнине, паллă ĕнтĕ, килте стенасем те пулăшаççĕ».
Манежпа кăмăллă пулнине Раççей чупуçи, Олимпиада чемпионĕ Юрий Борзаковский те палăртнă. Чи паха енĕсен шутне вăл чупу çулĕн пăрăнăçĕсенче хăвăртлăха чакармасăрах чупса иртме пулнине кĕртнĕ.
Михаил Игнатьевшăн манеж – уйрăмах пысăк мăнаçлăх. Пилĕк çул каялла Чăваш Республикине ертсе пыма тытăнсан ăна çак манежа реконструкцилесси пирки чăвашсен çăмăл атлечĕсем пĕрре мар каланă. Халĕ вĕсен ĕмĕчĕ тулчĕ, кунта çулталăкĕпех тренировкăсем ирттереме пулать.
Фортуна вăйлисене юратать
Спортра ĕмĕтсĕр май çук, спортсменсем вара яланах пĕрремĕш пуласшăн. Рекорантлă тата шыв çулĕсем çинче старт илекенсем те.
Çăмăл атлетика манежĕпе пĕр тăрă айĕнче Чăваш енри чи лайăх бассейн та вырнаçнă. Кунта пысăк ăмăртусем ирттерме май пур, çавăн пекех харпăр хăй сывлăхне çирĕплетме те. Михаил Игнатьев раздевалкăсене, хуçалăх пÿлĕмĕсене кĕрсе курчĕ. Хăйĕн хушăвĕсене пурнăçланипе кăмăллă юлчĕ. Халĕ лифтпа хевтесĕр çынсем те меллĕ çÿреме пултараççĕ.
Ксения Давыдова спорт мастерĕпе пĕрремĕш разрядлă Иван Васильев Михаил Игнатьев хăйсенчен мĕнлерех результатсем кĕтнине ыйтсан тивĕçлĕ хурав пачĕç: «Олимп чемпионĕсем пуласшăн». Çак тĕллев патне туртăнса вĕсем пĕр тренировкăра сакăр километртан сахал мар ишеççĕ.
Чăваш ен Пуçлăхĕн тăрăшăвĕ тата спорт çине тăкакланă укçа-тенкĕ лайăх результатсем параççĕ. Медиксен даннăйĕсем тăрăх, юлашки пилĕк çулта çула çитмен çамрăксем чирлесси чакнă. Чĕлĕм туртакансен, эрех-сăра ĕçекенсен шучĕ пĕчĕкленнĕ. Кунта ачасемпе çамрăксен самбо тата дзюдо шкулĕн, ачасене воспитани паракансен, тренировкăсем ирттерекенсен, пурнăç урокĕсене вĕрентекенсен тивĕçĕ те пур.
Михаил Игнатьев кĕрешÿçĕсен, вĕсен наставникĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнать. Тĕнче класлă спорт мастерĕ Максим Иванов – çамрăксем хушшинче тĕнче тата Европа первенствисен çĕнтерÿçи. Эдера Лаврентьева спорт мастерĕ те тĕнче первенствин пьедесталĕн чи çÿллĕ пусми çине хăпарма тивĕçнĕ. Кĕçех вăл Раççейĕн пĕрлештернĕ команди йышĕпе хĕрарăмсем хушшинче Европа Кубокĕнче тупăшĕ.
Шкулăн ытти воспитанникĕсем апрель вĕçĕнче Раççейри шкул ачисен çуллахи Спартакиадин иккĕмĕш тапхăрне кĕтсе илме хатĕрленеççĕ. Шупашкар самбисчĕсем пĕтĕм тĕнчери «Çĕнтерÿ» турнира хутшăнĕç, вăл Аслă Çĕнтерÿ кунĕ умĕн Санкт-Петербургра пулать.
Паян самбо тата дзюдо шкулне 1500 хĕрпе каччă çÿрет. Ку цифрăна журналистсене республика Пуçлăхĕ хăй пĕлтерчĕ.
Шкулăн ĕç-хĕлне çапла тĕплĕн пĕлни хисеплĕх çуратать. Тата пысăкрах хисеп – Чăваш енре спорта аталантарассипе тунă йышăнусемшĕн. Ун Указĕпе хуласемпе районсенчи 52 физкультурăпа спорт комплексне муниципалитетсене панă. Çакнашкал реорганизаци ФСК-на çÿрекенсен шутне ÿстерме, управлени тăкакĕсене чакарма, тренерсен шалăвне хăпартма, чи кирли – çамрăк спортсменсем валли условисене лайăхлатма май пачĕç.
Лашапа – Олимпиадăна
Чăваш енре физкультурăпа спорта аталантарас патшалăх программинче 2020 çулччен республикăри халăхăн 40 процентне физкультурăпа спорта явăçтарма палăртнă. 2015 çул тĕлне 431 пин çын спортпа тăтăш туслă.
Федераллă бюджетран уйăрнă 156 миллион тенкĕпе Çĕнĕ Шупашкарта лаша спорчĕн комплексĕн строительствин пĕрремĕш тапхăрне пурнăçланă. Икĕ лаша вити, хуçалăх пÿлĕмĕсене, конкурлă тата разминка уйĕсене хута янă. Черетре – тăрăллă манеж, ипподром çĕклесси.
Ку объект Чăваш ен Пуçлăхĕн уйрăм тимлĕхĕнче, лашасене вара ачаранах юратать. Ун çинче ярăннин чун хăпартланăвне нимĕнпе те танлаштарма май çук. Çамрăк юланутçăсемпе калаçнă май, вăл ачалăхра ял ачисем лашасене сахăр тата канихвет çитерни пирки каласа кăтартрĕ. Йĕвене чăрмавсăр тăхăнтартакана аслисем те, ял пикисем те ытларах хисепленĕ.
Михаил Васильевич халĕ сайра-хутра лаша çине ларать, анчах та кунта чăтса тăраймарĕ, манеж тăрăх темиçе çаврăм утланса чупрĕ.
Надежда Лазарева çамрăкăн, ытти воспитанниксен те 2020 çулта Токиори Олимпиадăна лексе ылтăн медальсене тивĕçес килет. Михаил Игнатьев çак ĕмĕт мухтавлă пулнине палăртрĕ, ăмăртакан элитлă лаша туянма майсем тупма шантарчĕ. Ачасемпе сывпуллашнă май, вĕсене çĕршывăн пĕрлештернĕ командине кĕме ăнăçу сунчĕ. Паянхи куна Чăваш енри 150 спортсмен Раççей командин йышĕнче пур ĕнтĕ. Çак цифра татах ÿсĕ.