25 апреля 2015 г.
Паянхи обществăна литературăпа тата вулавпа мĕнле туслаштармалла-ха; Çакăн пирки канашларĕç иртнĕ эрнере Чăваш наци библиотекинче регионсем хушшинчи «Паянхи вулавçă, телекуравçă тата радио итлекен – вĕсен кăмăл-сипетне йĕркелесси тата пахалăхлă информаципе тата литературăпа тивĕçтересси» форума пухăннă журналистсем, писательсем, кĕнеке кăларакансем, библиотекарьсем, ученăйсем тата ыттисем те.
Статистика кăтартăвĕсем кĕнеке, хаçат-журнал вулакансен шучĕ чакса пынине çирĕплетеççĕ. Паянхи çын вулава кунне тăхăр минут çеç уйăрать. Çак лару-тăрăва улăштарма пулать-и; Ку тĕллевпе мĕн тумалла-ха; Форума çак ыйтусен хуравне тупас тесе йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Пуçаруçисем – республикăри Журналистсен союзĕ, Информаци политикин тата Культура министерствисем, Чăваш кĕнеке издательстви.
Литература тата К.В.Иванов çулталăкĕнче ку калаçу çав тери кирлĕ пулнине ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ – Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов палăртрĕ. Хальхи вăхăтра çынсене уйрăмах пахалăхлă, тулли, тĕрĕс информаци кирлĕ, терĕ вăл. Литература, телевидени, радио, пресса, паллах, Интернет та кашни çыншăн информаци çăлкуçĕ пулса тăраççĕ. Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсем пурнăçпа тан аталанаççĕ, кашнин хăйĕн сайчĕ пур, вĕсем социаллă сетьсенче активлă, хушса хучĕ Александр Степанович.
Пĕрремĕш кунри çавра сĕтелре «Хальхи условисенче чăваш кĕнекине халăхра анлă сарас» ыйтупа калаçрĕç. Тухса калакансем пĕр шухăшлă пулчĕç: лайăх кĕнеке – наци аталанăвĕн ырă палли. Çĕнĕ изданисем тĕрлĕ фестивальсенче, конкурссенче çĕнтереççĕ, анчах та халăхра сутăнассипе хальлĕхе мухтанма çук-ха, палăртрĕç канашлура.
Кĕнеке кăларас ĕçре укçа-тенкĕпе çыхăннă ыйтусем чылай сиксе тухаççĕ. Ял çыннин вара чăваш чĕлхипе çырнă кĕнекене туянма тĕп хулана çитме тивет. Лару-тăрăва лайăхлатас тесе издательство уйрăм предпринимательсемпе, библиотекăсемпе, Чăвашпотребсоюз организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлет. Анчах ку çителĕксĕр, Раççей Почтипе çыхăнăва йĕркелемелле – Чăваш кĕнеки кашни почта уйрăмĕнче пултăр, палăртрĕç тухса калакансем.
Литературăсăр пурăнма пулать-ха, анчах та вăл шухăшлавсăр, иртнисĕр, хальхисĕр, малашлăхсăр, туйăмсемсĕр пулĕ, терĕç иккĕмĕш кунхи калаçура. Кĕнекесем тĕрлисем – профессионаллă писательсен те, хăй тĕллĕн кăларакан çыравçăсен те – пулмалла, анчах та вĕсене литература тĕлĕшĕнчен редакцилемелле, терĕç совет саманинче пĕр кĕнеке те тĕрĕслевсĕр тухманнине палăртса. Лайăх критиксем те кирлĕ, çирĕплетрĕç теприсем.
Форум çакăн пек пĕтĕмлетÿсем турĕ: халăха пăшăрхантаракан ыйтусене çутатма пăрахмасан хаçата вулама пăрахмĕç, кĕнекене – енчен те вăл чуна пуянлатма, сиплеме пăрахмасан.