25 апреля 2015 г.
«Гигант» колхоз çуракине вĕçленĕ те ялта Çимĕке хатĕрленнĕ. Сăра вĕретнĕ. Урпа çăнăхĕпе пашалу пĕçернĕ. Анара хĕл каçнă улмаран икерчĕ унанă...
– Шаптахра пулă нумай. Шурлăхра хăш-пĕри çăпата пек карассем тытнă, – калаçса тăраççĕ правлени çурчĕ умĕнче бригадирсем. Вара эпир те, ачасем, сĕрекесене йăтса Шаптаха чупрăмăр. Ăшă, тÿлек çанталăк. Кăвакал чĕпписем евĕр шывра шампăлтатас килет. Вара ĕçлеме те çăмăлрах.
– Килнĕ-килнех, çав сăрт тăрринчи шахтăнах çитсе курар, – хавхалантарчĕ пире аслăраххи.
Лаша пĕккинчен çÿллĕрех ыраш пусси хыçа юлчĕ. Таса уй пуçланчĕ. Пĕр лавне арçын, теприне хĕрарăм тытса пырать. Йăрар сăртне хăпарма пуçличчен кусем ырхан лашисене кантарма, çитерме тăварса ячĕç.
– Эпир, ачасем, Вăрманкас Çавалĕнче Хайрукран хăранă, Шаптахра Ларккаран сехĕрленнĕ. Вăн çав Сакай вăрманне тарса пытанăпăр, – терĕмĕр.
Пăхатпăр та, пирĕн пата чупакан ача пирĕнтен пĕр пилĕк çул аслăрах. Мăньял Хапăса тăтăшах пырса çÿрекен Малти Ишек каччи Виссар ятлăскер пулчĕ.
– Тÿрĕ çул çине тухиччен лавсене тĕртсе пулăшаймăр-и; – терĕ лавçă. – Эпĕ сире шахтă кăтартса çÿрĕп...
...Виссарăн пурнăç йывăр пулнă. Килти пĕрремĕш ывăл. Ашшĕне, Ухванеçе, вăрçа илсе кайнă. Амăшĕ чирлĕ. Ача виççĕ-тăваттăранах Саша шăллĕне пăхнă. Çичĕ çултан колхоз ĕçне хутшăннă. Ялти шкула çÿренĕ. Çав вăхăтрах, çичĕ-сакăр çултанах, хĕллехи сивве пăхмасăр, Мăшавăш, Ăштăр, Хукилт вăрманĕсем таранах, ялтан 30–35 çухрăма, вутă-шанкă хатĕрлесе турттарма çÿренĕ. Наçтуç йăмăкне ура çине тăма пулăшнă.
1945 çулта ашшĕ вăрçăран таврăнсан та пурнăç çăмăлланмасть. Колхозра тем пек тăрăшсан та кĕсьере укçа çук. Тăхăнмалли начар. Кĕçех çара кайма вăхăт çитет. Пĕррехинче вăрманта Пăртас каччипе Александр Грибовпа тĕл пулса калаçать. Юлташĕ Виссара Канаш вăрманпромхозне кĕрекен Çарăклăри лесопункта ĕçе кĕме сĕнет. 1954 çултанпа Виссар платникре маçтăрланать. Çар службине чĕннĕ кун тĕлне ăна виçĕ уйăхри ĕç укçи шучĕпе преми парса тата Хисеп хучĕпе хавхалантараççĕ. 1954 çулхи август уйăхĕнчен В.Афанасьев Финляндири Калапурт утравĕнче артиллери полкĕнче вĕренет. Спортпа туслăскер, çулла чупса, хĕлле йĕлтĕрпе ăмăртса дивизире те малти вырăнсене тухса пырать, 1-мĕш разряд нормисене пурнăçлать. Шахматла выляса çар округĕн ăмăртăвĕсенче çĕнтерет.
1956 çул вĕçĕнче Виссарион салтак картусĕпе хăлхисене тăм илтерсе киле тăврăнать. Колхозра ĕçлет. Ялта спорт юхăмне чĕртсе аталантарать. Комсомолецсен пуçарăвĕсене йĕркелет. Яш-кĕрĕм вожакне партком секретарĕ Семен Валерианович Валерианов асăрхать. 1957 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче колхозниксен пухăвĕнче ăна сĕт-çу фермине шанса параççĕ, «Дружба» колхозри комсомол организацийĕн секретарьне суйлаççĕ.
Çĕнĕ шăпăр çĕнĕлле – таса шăлать. Виссарион Афанасьевич ертсе пынипе «Дружба» колхоз сĕт сăвассипе районта малти вырăнсене йышăнать. 1957 çулта колхоз тыр-пул пуçтарса илессипе те палăрать, тухăçа унчченхинчен икĕ-виçĕ хут хăпартать. В.Афанасьев Вăрнар районĕнчен тепĕр икĕ делегатпа комсомолăн республикăри конференцине хутшăнать.
1959 çулхи октябрь уйăхĕнче Кăкшăмри Сталин ячĕллĕ колхоз Малти Ишекри «Дружба» колхозпа пĕрлешет. «Ленинец» колхоза Александр Сергеевич Сергеев ертсе пыма тытăнать. Виссариона Малти Ишекри комплекслă бригада бригадирне куçараççĕ. 1959 çулта Малти Ишек çыннисем халиччен акса туман ÿсен-тăранпа – кукурузăпа ĕçлеме тытăнаççĕ. Симĕс масса гектартан 800–900 центнер тухать. Силос çĕршер тонна хывăнать. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышĕ икĕ-виçĕ хут ÿсет.
Виссарион Афанасьева 1960 çулта Чăваш АССР Министрсен Совечĕ йышăннипе «Республикăри чи чаплă кукуруза ăсти» ятпа чыслаççĕ. Дипломпа пĕрле укçан премилеççĕ. 1961 çулта Мускава выставкăна (ВДНХ) яраççĕ.
– Пире, социализмла ăмăрту çĕнтерÿçисене, Кольцовкăна, Ленин ячĕпе хисепленекен колхоза чĕнчĕç, – аса илет паллă кукуруза ăсти. – Колхоз уй-хирĕпе çÿрерĕмĕр, выльăх-чĕрлĕх комплексĕнче пултăмăр. Пирĕнпе РСФСР Министрсен Совечĕн Председателĕ Дмитрий Степанович Полянский, КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Семен Матвеевич Ислюков, тĕрлĕ министрсем, райкомсен секретарĕсем пулчĕç. Ялти культура çуртĕнче чаплă пуху иртрĕ. Пуринчен ытларах СССР колхозсен пĕрлешĕвĕн председателĕ, икĕ хут Социализмла ,ç Геройĕ Сергей Ксенофонтович Коротков калаçрĕ. Докладсем хыççăн сцена çине мана та чĕнсе илчĕç. Упалла тăлпам кĕлеткеллĕ Коротков мана, ачалласкерне, ыталаса çÿле-е-е çĕклерĕ те аттепе пĕрех чăмăртаса чуп турĕ. Грамота, диплом, конверт тыттарчĕ. Пуху тĕпелĕнчен çурăм тăрăх вĕри тар юхтарса антăм...
1969 çулта алла ученăй-агроном дипломне илнĕ йĕкĕте Шĕнер Ишекри «Россия» колхоза яраççĕ. Наставникĕпе Семен Валериановичпа пĕрле опыт пухса хăйĕн çинчен пĕр çулталăкрах ырă йĕр такăрлать. Районта кая юлса пынă колхоза республикăн куçса çÿрекен Хĕрлĕ ялавĕпе чыслаççĕ.
1970 çулта В.Афанасьева КПСС Вăрнар райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Анатолий Емельянов чĕнсе илет. «Ленинец» колхоза ертсе пыма сĕнет. Ултă ял халăхĕн шанăçне Виссарион Афанасьевич ăнăçлăн тÿрре кăларать. Икĕ-виçĕ çулта колхоз районта малти вырăнсене йышăнать. Уйрăмах сĕт туса илессипе палăрать. Председателе выставка (ВДНХ) путевкине тыттараççĕ, юбилейлă В.И.Ленин медалĕпе наградăлаççĕ.
1983 çулта Вăрнарти хими завочĕн директорĕ Владимир Григорьевич Никитин Виссарион Афанасьевича ĕçлĕ калаçăва чĕнет, предприятири хушма хуçалăха ертсе пыма сĕнет. Çĕрулми, пахчаçимĕç лартса тăваççĕ, сысна ĕрчетсе самăртаççĕ. Теплицăсем, парниксем хута каяççĕ. Рабочисене йÿнĕ продукципе тивĕçтереççĕ. Химиксен хушма хуçалăхĕ республикăра пĕрремĕш, Совет Союзĕнче виççĕмĕш вырăна çĕнсе илет. Пахчаçăсен ĕç укçийĕ 160 тенкĕрен 220 тенке çитет.
1989 çулта район пуçлăхĕ А.Кушков В.Афанасьева тепĕр хут «Ленинец» колхоза тавăрать. Кăкшăмсенчен Воркутана вакунĕ-вакунĕпе çĕр улми ăсатаççĕ. Сахăр кăшманĕ туса илеççĕ, Сергачри сахăр завочĕпе килĕшÿ туса ĕçлеççĕ. Виçĕ çулта 5 комбайн, 4 «КамАЗ», Т–150 тата МТЗ-82 тракторсем туянаççĕ. Колхоз районта чи малтан кашни киле çутçанталăк газне кĕрттерме пуçлать.
Тивĕçлĕ канура та ахаль лармасть пирĕн ĕçтеш. Килти хуçалăхĕнче ыхра туса илет, ăна çĕршер килограмм таран хуласене ăсатать. Пушă вăхăтра шкула çÿрет, шашкă-шахмата килĕштерекенсене çак вăййа пикенсех вĕрентет. Республикăри чемпионатсене унăн ачисем пĕр хутчен кăна мар хутшăннă. Шахматла ăмăртса командипе районта тата республикăра 1-мĕш вырăна тухнăшăн ăна Хисеп грамотисемпе 17 хутчен, 2–3-мĕш вырăнсемшĕн 34 хутчен наградăланă. Ыран, апрелĕн 26-мĕшĕнче, ун ячĕллĕ парнесене çĕнсе илессишĕн Сĕнтĕрвăрринче фестиваль иртет. Шахматистсем унта республикăри мĕнпур ялсенчен пуçтарăнаççĕ.
Вл.СКВОРЦОВ,
А.Емельянов ячĕллĕ преми лауреачĕ.