25 апреля 2015 г.
Чăваш енри пенси службине Пенси фончĕн ĕçченĕсем тесе çамрăксем хваттерсем тăрăх çÿрени çинчен шăнкăравсем час-час килме тытăнчĕç. Вĕсем 50 çултан çамрăкрах çынсене пулас пенсин пухăнакан пайĕ çинчен шутласа килĕшÿсем алă пусма сĕнеççĕ.
Раççей Пенси фончĕн ĕçченĕсем чĕнмесĕр килсерен çÿремеççĕ. Ку патшалăхăн мар пенси фончĕсем активлăрах ĕçлеме тытăннипе çыхăннă. 2015 çулхи мартăн 1-мĕшĕ тĕлне кунашкал 24 фонд акционерленнĕ, пенси пухăмĕн управлăхне гарантилекен тытăма кĕнĕ. Вĕсем хăйсен клиент базине анлăлатасшăн, вăл шутра – хваттерсем тăрăх çÿресе те.
Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕ çынсене тимлĕрех пулма, патшалăхăн мар пенси фончĕн представителĕсенчен ĕç удостоверенине ыйтма сĕнеççĕ. Килĕшÿ тума килĕшетĕр е килĕшместĕр – ку кашнин ирĕкĕ. Вĕсен ĕçĕн результачĕ укçа-тенкĕ рынокĕнчи лару-тăруран килет, анчах та ку фондсем тÿлевсене инвестицилеме, пенси çулне çитсен пухăнса пыракан пая тÿлеме тивĕç.
Хальхи саккун 1967 çулта çуралнă тата çамрăкрах граждансене 2015 çул вĕçĕччен малалла пенсин пухăнса пыракан пайне йĕркелес е йĕркелес маррипе, е пĕтĕм тÿлевсене страхлакан пая ÿстерме ярассине суйлама ирĕк панă. Страхлакан пенси – патшалăх яваплăхĕ, ăна инфляцинчен хÿтĕлессине гарантиленĕ.
Чăваш Республикинчи Пенси фончĕн
Вăрнар районĕнчи управленийĕ.