25 апреля 2015 г.
Кăçалхи мартăн 30-мĕшĕнче йышăннă федераллă саккунпа килĕшÿллĕн, РФ Уголовлă процесс тата Уголовлă пурнăçлав кодексĕсене улшăнусем кĕртнĕ. Ку тÿрлетÿсене РФ Конституци сучĕн йышăнăвне пурнăçласа хатĕрленĕ.
Çĕнĕ саккунра çырнă тăрăх, шар курнисен халĕ хушма сведенисем илме право пур. Сăмахран, айăпланнă çын пĕр юсану учрежденийĕнчен теприне куçни çинчен; ăна колонирен условнăй майпа срокчен кăларас, е айăплавăн юлнă пайне çăмăлрах тĕспе улăштарас, е приговора пурнăçлассине каяраха хăварас ыйтусене пăхса тухмалли дата çинчен.
Преступление пула шар курнă çын, кăмăлĕ пулсан, айăплавран условнăй майпа срокчен хăтарассипе çыхăннă суд ларăвĕсене хăй те хутшăнма пултарать.
Тепĕр çĕнĕлĕх – шар курнă çын халĕ айăпланакан çын çинчен информаципе тивĕçтерме суд тишкерĕвĕн кирек хăш тапхăрĕнче те ыйтса çырма пултарать.
Çийĕнчех татса памалли ыйтусем тĕлĕшпе «вĕри лини» телефонĕпе (8(8352) 62-66-56) шăнкăравлама сĕнетпĕр.
Д.АЛЕКСЕЕВ,
Чăваш Республикинчи юсану учрежденийĕсенче саккунсене пăхăннине асăрхаса тăракан
Шупашкарти прокурорăн помощникĕ.