22 апреля 2015 г.
Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче техник-осеменаторсен тата зоотехник-селекционерсен семинарĕ иртрĕ. Пирвайхи докладпа район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп эксперт-специалисчĕ Георгий Романов тухрĕ. Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнчи лару-тăрăва тишкерчĕç. Малтанхи кварталта кăçал мĕнпур хуçалăхра 1624 тонна аш-какай тунă. «Кольцовка» агрофирмăра, «Янгорчино», «Победа» хуçалăхсенче аш-какай туса вырнаçтарасси ÿснĕ. Сĕт 7671 тонна тунă, ял хуçалăх предприятийĕсенче ку кăтартăва пĕлтĕрхинчен 18,3 процент ÿстернĕ. Районĕпе кашни ĕнерен 1118 килограмм сунă (пĕлтĕрхинчен 93 кг ытларах). Акционерлă «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» обществăра ĕне пуçне 1502 килограмм таран сума пултарнă. «Мураты», «Янгорчино» хуçалăхсенче ÿсĕм пур. Ку тĕле районти фермăсемпе комплекссенче 6242 ĕне выльăх тăрать. Сăвакан ĕнесем – 2564, çав шутра 1100-шĕ – аш-какай комбиначĕн. Самăртма хупнă сысна шучĕ – 15134, çав шутра 13931 аш-какай комбиначĕн.
Семинар-канашлура техник-осеменаторсене тÿлесе хавхалантармалли сĕнÿсемпе паллаштарчĕç. Селекципе ăратлăх ĕçĕ-хĕлĕ мĕнле пулса пырать? Фермăсенче зоотехника учетне епле йĕркелемелле? Сĕт-çу отраслĕн рентабеллĕхне мĕнле ăнăçтармалла? Зооветеринарсене мĕнле приборсемпе-инструментсемпе тивĕçтермелле? Ăратлăха, репродуктивлăха çĕнетмелли меслетсене пĕлетпĕр-и? Информацин пĕрлĕхлĕ тытăмĕнче компьютерпа пĕлсе усă куратпăр-и? Ăратлăх ĕçĕн «Чувашское» гендиректорĕн заместителĕ Михаил Гурьев çак ыйтусене тĕплĕн çутатма тăрăшрĕ. Биотехнологи лабораторийĕн пай начальникĕ Леонид Решетников импорт йĕркипе туяннă выльăх-чĕрлĕхпе асăрхануллă пулмаллине палăртрĕ. Ветеринари врачĕ Анжелика Васильева гинекологи чирĕсене вăхăтра сиплемеллине астутарчĕ.
Семинар-канашлăва хутшăннисем хăйсене кулленхи ĕçре пулăшма тивĕçлĕ çĕнĕ пособисем туянса пуянланчĕç.
В.МИХАЙЛОВ.