Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Инçетре çÿрерĕм…»

22 апреля 2015 г.

– Тăрнасен çемйинчен пĕччен тăрса юлтăм, – хурлăхне темле тахçантан хăнăхса çитнĕн хаш! сывларĕ Василий Степанович. Айкăшсен ĕлĕкрен (хам астăвасса теем-ши) пĕр-пĕрне хушма ятпа хисеплесси йăлараччĕ. Калăпăр, Праски Витти тесен – тĕнче пĕлет! Унни Витти – тĕнче рекордсменĕ! Самолетсем, тен, пĕри те ярапланпа ярăнман, анчах пурте вĕçеври кăвакарчăнсем евĕрлех туслă пурăнаççĕ... Юрĕ, çитĕ-ха... Тăрнасем вĕсем – Журавлевсем. Степан Ивановичпа Фекла Васильевна килĕнчен саккăрăн тухнă: Натюш – Надежда, Анна, Ольга, Елена, Иван («Çĕнтерÿ çулĕнчи» «Гвардеец» тĕрленчĕке пăхăр – 25 №), Агрепина, Василий (çак тĕрленчĕк геройĕ) тата Александр. Вĕсем Хапăс чиркĕвĕнче пĕр хуранта шыва кĕнĕ. Пĕр шкулта – Айкăшра тата Малти Ишекре хутла вĕреннĕ.

Веçлей мучу (ăна ман çапла чĕнме юрать-мĕн) помидор калчисем шăтарма ещĕксене вăрлăхсем ăрăмласа акатчĕ.

– Çуллен виçĕ-тăватă тĕрлĕ сорт ÿстеретĕп. Пахча çимĕçне, çĕр улмие хама валли хам çителĕклĕ хатĕрлетĕп. 25 сотка çĕре пушă вырттарман. Уйра тепĕр 20 сотка пур, анчах унта çÿреме хал чакрĕ...

Иккĕмĕш ушкăнри инвалид пулсан та ахаль лараймасть вăл. Пÿрт-çурт тирпейлет. Апат пĕçерет. Хаçатсем пăхкалать («АиФ», «Российская газета», «Пенсионер»...). Кĕнеке вулать. Çырусем çырать. 15 çул пĕччен. Зина хĕрĕ катара мар-ха – Нурăсрах. Ывăлĕ, Валера, Тюмень облаçĕнче, килкелесе курать.

Василий Степанович ман атте-аннене асилчĕ.

– Тирпейлĕ, капăр çÿретчĕç. Анна Николаевна çулла чăлт шурă тумланатчĕ. Сасси – халь те хăлхара тейĕн – уçă та янăравлăччĕ, таçтанах илтĕнет. Урокра аннÿ те, Леонтий Прокопьевич та класа çирĕп тытатчĕç. Алексей Васильевич вара пирĕнпе аташса выляма юрататчĕ. Çемçе ăшă кăмăллăччĕ. Йăм хура çĕлĕкпе, хуп-хура пальтопа, йăлтăр хура пушмакпа – капли çаплах-ха куç умĕнче. Питĕ тĕл пуласшăнччĕ эп санпа – ак ĕнтĕ, ху тупăнса çитрĕн...

– Тур çавăрать теççĕ мар-и...

Василий Степанович çапăçакан çар ретĕнче Инçет Хĕвелтухăçĕнче, хăй калашле, «самурайсене тăн кĕртнĕ çĕрте» понтонлă полкра тăнă. «Пĕр вăхăт Илья Павлович Прокопьевпа пĕр отделенире пултăмăр, – тет. – Эп ăна Нурсăра пурăннă вăхăтран лайăх палланă. Пирĕнпе, ыттисемпе танлаштарсан, нумай вĕреннĕскер, чăвашсене шутсăр хытă хута кĕрсе пулăшатчĕ. Ÿкĕтле-ÿкĕтле малалла вĕренме хушатчĕ».

Фронта вĕсене, 200 ытла чăваш каччине, 1943 çулхи октябрьте пĕр пуйăспа ăсатнă. «Туслăччĕ эпир, чăвашсем, – асилет Василий Степанович. – Çар службинче Хабаровскра çичĕ çул, 1950 çулхи çуллаччен тăтăмăр».

Вăрçăччен Журавлевсем Çĕпĕре те çитсе курнă, Красноярск крайĕнчи колхозра ĕçленĕ. Василий Степанович, Айкăша таврăннă фронтовик, Хабаровскра тĕрлĕ автомашинăпа çÿреме вĕреннĕскер, водительте Кăмпалта, Канашри авторотăра, Калининăри МТСра, Калинино райĕçтăвкомĕнче, Калининăри больницăра (çав шутра 23 çул «Васкавлă пулăшу» службинче) ĕçленĕ. 1989 çулхи апрельте пенсие тухнă. Кăçалхи раштавра 90 çул тултарать. Çĕнтерĕвĕн Майăн 9-мĕшĕнчи уявне Нурăсра та, Айкăшра та пысăк хаваспа, çирĕп кăмăлпа хутшăнас кăмăллă. Наградисене пĕр çĕре хĕрлĕ пуставпа чÿркенĕ. «Айкăша çитме çак урамран инçетре те мар пурăнакан Петр Никифорович пулăшасса шанатăп, пĕр ялтан-çке эпир», – текелерĕ.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика