22 апреля 2015 г.
Апрелĕн 14-мĕшĕ пирĕншĕн питĕ савăнăçлă кун пулчĕ. Çĕрпелти вăтам шкул ачисемпе вĕсене вĕрентекенĕсем пирĕн пата килсе чĕререн савăнтарса хăварчĕç. Хăйсем ăсталанă тĕлĕнмелле чаплă чечек çыххи парнелесе, юрăсем юрласа пирĕн чунсене уçрĕç, савăнăç куççулĕ шăпăртатсах юхрĕ иксĕмĕрĕн те. Асăнмалăх фото ÿкерчĕç. Çакăн пек чыс-хисепшĕн вĕсене пысăк тав.
Пĕтĕм хитре сăмах кăкăрта капланчĕ, çавăнпа эпир вĕсене хаçат урлă та пулин тав тăвасшăн. Вĕренекенĕсем пĕринчен тепри чыслă, сăпайлă, хăйсене çын хушшинче тытма пĕлеççĕ.
Эпĕ хам халăха вĕрентес ĕç отличникĕ. Пĕрре пăхсах пĕлтĕм, куртăм – пирĕн пата килнĕ ачасем чăн-чăн çынсем пулса çитĕнеççĕ. Апла пулсан пирĕн çĕршывăн пуласлăхĕ пур-ха, пур.
Манăн мăшăр вăрçа хутшăннă ветеран, 90 çулти инвалид. Иксĕмĕр те тухсах çÿрейместпĕр, эпĕ хам пулăшусăр пĕр хускану та тăваймастăп. Тавах Турра, ачасем пулăшаççĕ. Пăхса, асăрхасах тăраççĕ.
Вăрçă пуçланнă çул эпĕ 5-мĕш класс ачиччĕ. Йывăр вăхăтсене питĕ лайăх ас тăватăп. Пичче шăпах салтакраччĕ. Таврăнаймарĕ мăнтарăн. 1943 çулта пуçне хунă. Тем чухлĕ нушаллă пурнăç пулсан та çын пулас тесе çунаттăм, тăрăшса вĕренеттĕм. Вăрçă пĕтнĕ çул Нурăсри педучилищĕрен вĕренсе тухрăм. Кĕçĕн класри ачасене 42 çул вĕрентрĕм. Нихăçан та ачасене кÿрентерсе, хытă ятласа курман. Вăрçă хыççăнхи йывăр пурнăçпа нушаланакан ачасене ăнланас тенĕ. Пĕр ачана ниепле те тепĕр класа куçараймарăм, уншăн паянхи кун та чĕре ыратса пурăнать.
Мăшăрăм, Сергей Степанович Степанов, Латви, Литва, Эстони, Белоруси тăрăхĕсенче çапăçнă, 20 яхăн орден-медаль унăн. «Мана вăрçăра Турă сыхласа упрарĕ пулмалла, çакна эпĕ икĕ-виçĕ хутчен те туйрăм, сисрĕм. Икĕ хутчен амантăм, анчах та сурансем йывăрах пулмарĕç. Сипленкелесе каллех фронта кайрăм. Вăрçа хутшăннисенчен (хамăр ялтан) пĕччен тăрса юлни анчах кулянтарать, ытти енчен ятламалла мар. Пире патшалăх хисеплет, лайăх пăхать, ачасем те сивлемеççĕ. Мăшăрăма, Лидия Федоровнăна, тĕл пулса пĕр çемье çавăрма пултарнăшăн савăнатăп. Вăл мана, икĕ ачапа тăлăха юлнăскерне, тиркемерĕ. Лайăх мăшăр пулчĕ, тавах ăна уншăн», – тесе кунсеренех пуплешет. Вĕçлесе çакна калас килет, пирĕн çĕршыв çийĕн яланах мирлĕ хĕвел çутаттăр, тăнăç пурнăç пултăр, вăрçă ан тухтăр.
Лидия ФЕДОРОВА.