22 апреля 2015 г.
Шкулта истори предметне вĕрентнĕ вăхăтра вăрçă участникĕсен аса илĕвĕсене сахал мар çырса илнĕ. Кайран вĕсем клубра стенд хатĕрлеме, докладсем тума питĕ кирлĕ пулчĕç.
Шуркасси Ишек ялĕнче пурăннă вăрçă ветеранĕ Иван Васильевич Васильев 1995 çулта каласа панисенчен:
«... 1943 çулхи мартăн 14-мĕшĕнче мана, 9-мĕш класра вĕренекене, Хĕрлĕ Çара илсе кайрĕç. Малтан Иваново облаçĕнче кĕçĕн командирсен составĕнче артиллерист пулма вĕрентрĕç. 1943 çулхи июлĕн 5-мĕшĕнче Харьков хулинчен иртсен фронта кĕтĕмĕр. Мелитополь хулине ирĕке кăларассишĕн пĕр эрне хаяр çапăçрăмăр. Кайран 1943 çулхи ноябрĕн 20-мĕшĕнче Херсон облаçĕнче Верхние Рогачи ялне ирĕке кăларассишĕн çапăçнă вăхăтра мана амантрĕç. Запорожье облаçĕнче 4 уйăх госпитальте сывалтăм...».
Иван Васильевич вăрçа иккĕмĕш хут 1944 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнче кĕнĕ. Николаев, Одесса хулисене ирĕке кăларассишĕн çапăçнă. 1944 çулхи май уйăхĕнче Молдави республикинчи Тирасполь çывăхĕнче радиста вĕреннĕ. Августра – каллех фронта: Румыни, Болгари, Югослави çĕршывĕсене, Венгрире Будапешт хулине ирĕке кăларассишĕн çапăçнă. 1944 çулхи декабрьте телефон линине сыпнă чухне тăшман минин ванчăкĕпе аманнă.
Иван Васильева II степень Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе, «Германие çĕнтернĕшĕн», «Çапăçури хастарлăхшăн» медальсемпе чысланă.
И.СМИРНОВ,
историк-пенсионер.