Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асран тухмаççĕ

22 апреля 2015 г.

Шкулта ĕçленĕ чухне 1981 çулта эпĕ «Никам та, нимĕн те манăçа тухмĕ» альбом хатĕрленĕччĕ. Унта 4–5-мĕш классенче вĕренекенсен сочиненийĕсем, хаçат-журналсенчен илнĕ фотоÿкерчĕксем кĕнĕ. Ачасем çырнисене илсе кăтартасшăн.

Саша Васильев:

«Манăн асатте, Василий Романович Романов, фашистла Германи эшкерĕсемпе çапăçнă. Пулеметчик пулнă. Нимĕçсем çумăр пек пуля тăкнă. Çав вăхăтра çапăçăва кĕнисем пĕри те чĕррĕн тухайман. Çак хаяр çапăçура пирĕн асатте те выртса юлнă. Ку вăл Сталинград патĕнче пулнă. Асатте ун чухне 45 çулта пулнă».

Васиилй Романовăн тăватă ачи тăлăха юлнă: Матвей, Зоя, Егор, Валерий. Вĕсене амăшĕ ура çине тăратнă. Матвейпа Егор «Победа» колхозра механизаторта нумай çул вăй хунă, Валерий Уралти политехника институтне пĕтерсен КамАЗсем кăларакан автозаводра ĕçленĕ. Аслисем виççĕшĕ çĕре кĕнĕ, Валерий чиперех пурăнать-ха.

Василий Михайлов:

«Манăн аттен пиччĕшĕ Василий Михайлович Михайлов 1921 çулхи майăн 25-мĕшĕнче çуралнă. Салтака кайиччен осеменатор пулса ĕçленĕ. Салтака 1940 çулта илнĕ. Кировоградра службăра тăнă, сержант. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансанах çапăçăва кĕнĕ. Юлашки çырăва вăл Днепр çывăхĕнчен янă.

1941 çулхи ноябрьте Василий Михайлов хыпарсăр çухални çинчен çырса пĕлтернĕ».

Людмила Ермолаева:

«Манăн атте 1943 – 1945 çулсенче çапăçнă. Вăл нимĕçсене Смоленск облаçĕнчи Козельск хулинчен пуçласа хăвалама тытăннă. Вунсакăр çулхи чăваш каччи фашистсене пулеметран ăшалантарнă. Орел хулине илнĕ чух атте разведчик пулнă, 7 хутчен нимĕçсен блиндажне «чĕлхе» тытма кайнă. Хумчина станцинче атте вăйлă аманнă. Госпитальтен сывалса тухсан, каллех хăйĕн чаçне таврăннă. Польша тĕп хулине Варшавăна ирĕке кăларнăшăн аттене медальпе наградăланă. Çĕнтерÿ кунне вăл Берлинта кĕтсе илнĕ. Рейхстаг çине хăйĕн адресне çырса хăварнă. Атте – вăрçă инваличĕ. Вăл Госстрахра инспектор пулса ĕçлерĕ».

Николай Ермолаевич Ермолаев 2013 çулта тăванĕсемпе ялйышран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Инна Спиридонова:

«Пирĕн атте – Илья Спиридонович Спиридонов вăрçă пуçлансан фронта кайнă. Сталинград хулишĕн паттăррăн çапăçнăшăн ăна орден панă. Ун хыççăн атте Курск тата Орел патĕнчи хаяр та йывăр çапăçусене хутшăннă, Белоруссири хуласемпе ялсене ирĕке кăларассишĕн çапăçнă».

Çĕнтерÿпе таврăннă хыççăн Илья Спиридонович колхоз ĕçне кÿлĕнет, шкулта кĕçĕн классенче вĕрентекен Александра Лукиничнăна качча илет. Вĕсен ачисем Люся, Коля, Валя, Альбина, Галя, Вова, Юра, Алена, Инна ашшĕ-амăшне савăнтарса, пулăшса, ĕçлесе ÿсрĕç. Илья Спиридонович шăп та пенсие тухас чух вилсе кайрĕ. Унăн тăлăх арăмĕ кĕçĕн хĕрĕ Инна патĕнче пурăнать.

Эмма Терентьева:

«Пирĕн пÿрт пуçне хĕрлĕ çăлтăр çапса хунă. Çак çăлтăр манăн асатте Петр Викторов Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче паттăррăн пуçне хуни çинчен пĕлтерсе, аса илтерсе тăрать. Асатте çинчен мана асанне час-часах каласа парать. Ку 1943 çулта пулнă. Петр Викторов боец фашистсемпе çапăçнă чухне йывăр аманнă. Ăна санитарсем госпитале илсе кайнă. Виçĕ кунтан çамрăкăн пурнăçĕ татăлнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçса вилнисене асăнса çакăн пек калатăп:

Кам пуç хунă Тăван çĕршывшăн,

Кам çăпăçнă тискер тăшманпа,

Унăн ячĕ пулĕ ĕмĕр чĕрĕ,

,мĕр çунĕ пирĕн чĕрере».

Пирĕн Хирпуçĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсем юлман, Рункăра та çавах. 2014 çулхи кĕркунне Степан Митрофанович Раньева юлашки çула ăсатрăмăр.

И.ФЕОФАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика