Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мала тухнисем çеç мар, ырă тĕслĕх кăтартакансем те

22 апреля 2015 г.

Республикăри пĕрлехи сывлăхпа спорт кунĕ Çăмăл атлетикăна юратакансемшĕн хĕрÿ тупăшура иртнĕ. Хальхинче вĕсене Калинино сали йышăннă. Шкул ачисен спартакиади йĕркипе пынă ăмăртăва тĕрлĕ ÿсĕмри 352 атлет хутшăннă.

Çĕнтерÿçĕ медалĕсене Аçăмçырминчи вăтам шкулта вĕренекенсем ытларах тивĕçнĕ: Андрей Николаев, Дмитрий Ефремов, Наталия Никифорова, Стас Степанов, Светлана Матвеева. Ку шкулти Сергей Степановпа Данил Данилов тата Екатерина Николаева кĕмĕл призерсем пулса тăнă.

Ылтăн медальлисем çавăн пекех: Кĕçĕн Кипекри Иван Иванов, Калининăри Эдуард Быков тата Светлана Павлова, Хăмăшри Кирилл Иванов тата Вика Семенова.

Призерсен йышĕнче – Кульцаври, Калининăри, Туçи Çармăсри, Хăмăшри, Ярмушкари, Чăрăшкас Хирлеп шкулĕсенчи тата Калининăри шкул-интернатра вĕренекенсем.

Канашра Çурхи кросс енĕпе иртнĕ республика чемпионачĕпе первенствинче вара Вăрнар районĕн пĕрлештернĕ команди виççĕмĕш вырăн йышăннă.

Уйрăм зачетра харпăр хăй ÿсĕмĕнче Туçи Çармăсри Ленăпа Зоя Зайцевасем иккĕмĕш тата виççĕмĕш, Кÿстÿмĕрти Диана Политова иккĕмĕш, Калининăри Михаил Павлов, Юпшик Ялтăрари Андрей Николаев, Сăкăтри Александр Михайлов виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.

Чи лайăх результат Надежда Лаврентьевапа Галина Павлован – пĕрремĕш вырăн.

Ку ăмăртусемпе пĕрлех кросс енĕпе «Урожай» физкультурăпа спорт обществин первенстви те иртнĕ, Вăрнар район команди унта çĕнтерÿçĕ Кубокне тивĕçнĕ.

Çак кунах ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем Красноармейски салинче республикăра мала тухассишĕн вăй виçнĕ. Турнира Валерий Кацов тата Виталий Степанов воин-афганецсене халалланă.

Кавир çинче Вăрнар район спортсменĕсем хальхинче те чаплă результатсем кăтартнă. Чемпионсем тăваттăн – Вăрнарти 2-мĕш шкулти Леонардо Семенов, Чăрăшкас Мăрат хĕрĕ, халĕ Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервисен училищинче вĕренекен Линда Журавлева, Мăн Явăшри Екатерина Кошкина тата Çĕньял Хапăсри Александра Волкова.

Вăрнарти 1-мĕш шкулти Никита Львов тата Дима Прокопьев кĕмĕл медальсене тивĕçнĕ. Ку шкултах вĕренекен Дима Львовăн, Дима Шерстневăн, Тĕмпекри Настя Дмитриеван тата Мăн Турханти Настя Краснован бронза медальсем.

Спортăн çывăх тусĕсем – юлташĕсемшĕн, тантăшĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăракан çамрăксем Виталий Трофимов, Юрий Львов тата Юрий Степанов тренерсем патĕнче ăсталăха туптаççĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика