Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхе упрасан нимĕн те хăрушă мар

18 апреля 2015 г.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин ирттернĕ «тÿрĕ лини» вăхăтĕнче 3 миллион ытла ыйту килнĕ, пĕлтĕрхинчен пĕр миллион ытларах. Çĕршыв ертÿçи халăхпа 3 сехет те 57 минут калаçрĕ, 74 ыйтăва хуравларĕ. Кострома, Ростов облаçĕсемпе, Мускав çывăхĕнчи Алабинăпа, Иркутскпа, Восточный космодромпа, Крымри «Артек» лагерьпе тÿрĕ çыхăнăва тухрĕ.

Çулталăк пĕтĕмлетĕвĕсем

Иртнĕ çулшăн кăтартуллă пулăмсен шутне Путин Крымра Севастополь Раççейпе пĕрлешнине, çĕршыв тулашри кăткăс экономика условийĕсенче ĕçленине, Раççейшĕн питех те ăнăçлă Олимп вăййисене кĕртрĕ.

Президент тулашри чарусене пула çĕршыв аталанăвĕн хăвăртлăхĕ чакнине палăртрĕ. Апла пулин те «халĕ тенкĕ çирĕпленсе пынине, фонд рынокĕсем ÿснине куратпăр. Инфляци спиральне çÿлелле çаврăнса хăпарма памарăмăр». Иртнĕ çул кăтартăвĕсем тăрăх чăн ВВП 0,6 % ÿснĕ. Çĕршывăн çĕнĕ историйĕнчи нефть уçлассин рекордне çĕнетнĕ – 525 млн тонна. Тĕштырă тухăçĕ те рекорд шайĕнче – 105,3 млн тонна, ÿсĕм 3,7 %.

Çурт-йĕр тăвас енĕпе те рекорд тунă – 82 млн тăваткал метр çурт-йĕр!»

Çав вăхăтрах потребительсен секторĕнче хаксен ÿсĕмĕ 11,4 % танлашнă. Владимир Владимирович çакă «çынсен пурнăç шайне витĕм кÿнине» курать. Анчах мартра инфляци ÿсĕмĕн хăвăртлăхĕ чакнă. Финанс рынокĕнчи çивĕчлĕхе пăхмасăр Раççейĕн банк секторĕ 2014 çулта аван ĕçленĕ. Экономика валли уйăракан кредитсен портфелĕ ÿснĕ.

Çулталăкăн ырă кăтартăвĕсен шутĕнче – демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни.

 

Санкцисем

Ют çĕршывсем Раççей тĕлĕшпе йышăннă санкцисемпе çыхăннă ыйтăва хуравланă май, Президент «çав санкцисене пула тухса тăнă лару-тăрупа аталанăвăн çĕнĕ шайне çĕкленмешкĕн усă курмалли» çинчен каларĕ: «Тен, çапла тумастăмăр та пуль, халь вара импорта улăштармах тивет – çак ĕçе тăватпăр, ку пысăк технологисене тĕпе хуракан отрасльсем унчченхинчен пысăкрах хăвăртлăхпа аталанасси патне илсе пырасса шанатăп».

Пирĕн вăй тата ресурссем çитĕç-и? «Ыйтăвĕ пирĕн вăй çитессинче мар. Ресурссем çителĕклĕ, чи кирли – çын ресурсĕсем, талантлă çынсем, вĕсем ĕçлеме хатĕрри», – çирĕппĕн палăртрĕ Владимир Владимирович.

Владимир Путин иккĕленмест: «Шалти политика лару-тăрăвĕн тăнăçлăхне тивĕçтертĕмĕр, общество пĕрлĕлĕхне упрайрăмăр-тăк – пирĕншĕн нимĕн те хăрушă мар». Экономикăн чăн секторĕ валли 250 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Авиастроение 100 млрд тенкĕ хывмалла, ĕç рынокĕ валли – 82 млрд ытла... Пенсисене çулталăк пуçламăшĕнчех индексациленĕ. Налук сферинчи çĕнĕ йышăнусем аталанăва пулăшма тивĕç.

Ялхуçалăхне пулăшмалли уйрăм программа хатĕр. Паллах, апат-çимĕç рынокне ют çĕршывсен таварĕсенчен пушатма та пулать. Анчах, Владимир Путин шучĕпе, «кунта медалĕн тепĕр енĕ те пур – потребительсемпе çыхăннăскер. Вĕсем сентресем çинче тавар ытларах курасшăн, вĕсем паха тата йÿнĕ пулччăр. Çавăнпа та патшалăх ял хуçалăхне пулăшмалли мерăсен анлă тытăмне хатĕрленĕ. Çав шутра – налук енĕпе пулăшасси».

 

Экономика

Президент пĕлтĕр инфляци 11,4 % шайне çĕкленнĕ май çынсен чăн тупăшĕ пĕчĕкленнине йышăнчĕ. «Пирĕн хамăрăн социаллă политикăра çакна шута илмелле, – терĕ вăл. – Чи малтанах халăхăн хÿтлĕхсĕр сийне пулăшмалла». Тепĕр тĕллев – ĕç вырăнĕсене упраса хăварасси.

,çсĕрлĕх тенĕрен, паллах, ку енĕпе предпринимательлĕх тĕлĕшпе шанăç пысăк. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе пулăшас енĕпе те пысăк программăсем йышăннă.

Раççей Президенчĕ пуçламăш утăмсем тăвакан предпринимательсем валли икĕçуллăх налук каникулĕсем йĕркелесси çинчен аса илтерчĕ. Çакă чи малтанах ялта ĕçлекен предпринимательсене пырса тивĕ.

Хăй вăхăтĕнче РФ финанс министрĕ пулнă Алексей Кудрин Раççей экономика ÿсĕмĕпе хăватлă ытти çĕршывран юлса пыни çинчен каланине кура Владимир Путин Алексей Леонидович çĕршыв экономикин 2020 çулчченхи аталанăвĕн программин авторĕсенчен пĕри пулнине аса илтерчĕ, «эппин, ÿсĕм пĕчĕккинче пирĕн, çав шутра сирĕн айăп та пур». «Çапах, – терĕ Президент, – паянхи чăнлăха тĕпе хумалла. Ку енĕпе вара рецептсем паллă: пирĕн бизнес ĕçĕ, уйрăм çынсен инвестицийĕсем валли лайăхрах условисем йĕркелемелле, кредитпа укçа политикине, çĕршыври управлени тытăмне лайăхлатмалла, право хуралĕн, суд тытăмĕн ĕçне çĕнĕ шая çĕклемелле. Ку – нумай енлĕ ĕç. Куç хăрать те алă тăвать теççĕ – пирĕн çапла тумалла та».

Çынсем шанччăр тесен «пирĕн ахаль çын мĕнле пурăннине туймалла». Çав шанăçа упраса хăварсан вара граждансем «пирĕн утăмсене пулăшĕç, хăшпĕр чух тÿсме те хатĕр пулĕç».

 

Украина пирки

Хăшпĕр массăллă информаци хатĕрĕ маларах Минскри çĕрлехи калаçусен вăхăтĕнче Украина президенчĕ Петр Порошенко Владимир Путина «ил Донбаса, вăл мана кирлĕ мар!» тени пирки пĕлтернине кура Владимир Владимировичран çакăн пирки те ыйтрĕç. «Çук, апла пулман, – татăклăн хуравларĕ РФ Президенчĕ. – Эпир Донбасс экономикине, социаллă сферине çĕклессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврăмăр – унта çивĕчлĕх нумай. Эпир Киевăн паянхи ертÿçисем Донбасри социаллă пурнăçа, экономикăна çĕклес кăмăллине курмастпăр. Шел те, нимĕн те тумаççĕ. Донбасс тĕлĕшпе – блокада... Унта çынсем хăйсен прависене хĕçпăшалпа хÿтĕлеççĕ. Тĕрĕс тăваççĕ-и, çук-и – урăх ыйту. Анчах унта çак ĕç-пуçпа пачах та çыхăнман çынсем те пур. Вĕсем, сăмахран, никама пăхăнман Украинăра нумай çул ĕçлесе пенсие тивĕçнĕ. Вĕсене мĕншĕн тÿлеместĕр? Тÿлеме тивĕç вĕт. Çук, тÿлемеççĕ. Çапла вара Украина влаçĕсем Донбаса хăйсен аллипех касса пăрахаççĕ».

Владимир Путин шучĕпе, Украина ертÿçисем нумай йăнăш тăваççĕ. Паянхи лару-тăруран тухмашкăн пĕртен-пĕр çул кăна пур – Минскри килĕшĕве пурнăçласси. «Политика лару-тăрăвĕ улшăнать, халăх вара юлать. Вăл пирĕншĕн питĕ çывăх халăх. Эпĕ украинсемпе вырăссене уйăрмастăп та, вĕсем – пĕр халăх. Эпир вара чи малтанах çынсене пулăшатпăр – Украина халăхне», – терĕ Раççей пуçлăхĕ.

Темăна тăсса паллă политик Ирина Хакамада ыйту пачĕ: Украинăра пирĕн çарсем пур-и?» Уçăмлă хурав пулчĕ: «Украинăра Раççей çарĕсем çук. Кун пирки Украина çарĕн генштабĕн пуçлăхĕ ют çĕршывсенчи ĕçтешĕсемпе курнăçнă май питĕ лайăх каларĕ: «Эпир Раççей çарĕпе çапăçмастпăр». Хушса тата мĕн калас?

 

Аслă Çĕнтерÿ: 70 çул

Президента хăшпĕр çĕршыв лидерĕсем майăн 9-мĕшĕнче Мускава уява килес мар тенине аса илтерчĕç. Çавна май Раççей хуравĕ мĕнле пулмалла?

«Çакна кашни политик хăй, унăн çĕршывĕ татса парать, – терĕ Владимир Владимирович, – хăшĕсем, тен, хăйсем килесшĕн мар пуль, хăшĕсене вара «Вашингтонри обком» ирĕк памасть. Чăннипе нумайăшĕ килесшĕн. Çапах ку – вĕсен суйлавĕ, эпир çак суйлава хисеплетпĕр. Енчен те çынсем нацизм хур кÿнисене пуç таясшăн, çĕнтерÿçĕсене хисеп тăвасшăн пулсан – эпир çакна ырлатпăр кăна. Кам килесшĕн – килтĕр, кам килесшĕн мар – ан килтĕр... Эпир хамăрăн уява паллă тăватпăр. Ку – пирĕн уяв. Эпир çĕнтерÿçĕсен ăрăвне пуç таятпăр. Хамăр çĕршыври тата чикĕ леш енчи паянхи ăру çав вăрçа нихăçан та ан мантăр, малашне унашкалли пуласран сыхлантăр».

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика