Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи куншăн çивĕч ыйтусем

18 апреля 2015 г.

Информаци ушкăнĕсем – ялсенче

Юнкун районта иртнĕ Пĕрлехи информаци кунĕ йĕркипе ялсенчи, ĕç коллективĕсенчи тĕл пулусене Роспотребнадзорăн Чăваш енри управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Вячеслав Егоров, Чăваш Республикин пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçин заместителĕ – патшалăхăн тĕп инспекторĕ Елена Миронова, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕ – «Август» Фирмăн «Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕ» филиалĕн директорĕ Владимир Свешников, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ертсе пычĕç. Çавăн пекех вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ – ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов, строительство тата ЖКХ пайĕн пуçлăхĕ Юрий Романов, йĕркелÿ, кадрсен тата юридици службин пайĕн пуçлăхĕ Николай Петров, Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн ертÿçи Людмила Редькова, заместителĕ Ирина Семенова, ыттисем хутшăнчĕç.

Тĕлпулусем Малти Ишек, Уйкас Кипек, Кульцав, Кĕçĕн Кипек, Мăн Турхан, Çĕрпел, Çĕньял Хапăс, Мăн Явăш, Кÿстÿмĕр ялĕсенче, Калинино салинче, Вăрнар поселокĕнче иртрĕç. Вĕсенче паянхи куншăн çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç.

 

Тасалтăр, симĕслентĕр тавралăх

Ку темăна информаци кунне кĕртни ăнсăртран мар. Шел те, çурхи çанталăк пирĕн хĕллехи вăхăтри тирпейсĕрлĕхе йăлтах куç умне кăларать – çул хĕррисенче, çурт-йĕр таврашĕнче тĕрлĕ ăпăр-тапăр йăваланать.

Республикăра, çав шутра пирĕн районта та, экологи субботникĕсем старт илчĕç. Паллах, территорисене халăх кар тăмасăр тасалăх-хăтлăх кĕртме май çук. Кашнин хастар пуласчĕ. Хамăр пурăнакан вырăна такам килсе тасатса парасса кĕтсе ларакансене намăс пулмалла. Влаçрисен, бюджет организацийĕсенче ĕçлекенсен поселок-район тăрăх кĕреçе-шăпăр йăтса çÿремесĕр те ĕç нумай.

Паллах, ыйтусем те çук мар. Уйрăмах ялсенче пуçтарнă çÿп-çапа илсе тухассипе сиксе тухаççĕ вĕсем. Пĕрремĕшли укçа-тенкĕпе çыхăннă. Чылай çĕрте ку ĕçшĕн халăх хăй тÿлессине йĕркеленĕ.

Тасалăх уйăхлăхĕн йĕркипе кăçал республикăра тĕрлĕ акцисем те иртĕç. Апрелĕн 25-мĕшĕнче акă Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне халалласа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă кашни паттăр ячĕпе «Çĕнтерÿ вăрманĕ» чĕртме палăртнă. Ку акцие ветерансене, кадет класĕсене, депутатсене, ĕç тăвакан влаç органĕсен ертÿçисене явăçтарма пăхнă.

Апрелĕн 15 – июнĕн 5-мĕшĕсенче республика çутçанталăка сыхлассине халăха ытларах тимлĕх уйăрма вĕрентес тĕллевлĕ Экологи хăрушлăхĕнчен хÿтĕленмелли кунсене хутшăнать. Ун йĕркипех пирĕн районта та Йывăç кунне, Парксен маршне, Кайăксен кунне, территорисене симĕслентерессипе ытти мероприятисем ирттерме палăртнă.

Вăрнар тăрăхĕнче ырă пуçарусем пур ĕнтĕ. Пĕлтĕр кĕçĕн-кипексем Çĕнтерÿ аллейине чĕртнĕ.

Ял поселенийĕсенче палăртнă ĕçсем сахал мар. Вăл шутра – масарсене юсасси те. Уйкас Кипек тăрăхĕнче акă вĕсем тăваттă. Кăçал Енĕшрине юсама тĕллев лартнă.

Паллах, çывăх тăванĕсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăна тасатас-юсас ĕçе çынсен те хутшăнмалла. Анчах темшĕн теприсем ку ял администрацийĕн ĕçĕ тесе шутлаççĕ...

 

Инкек ан пултăр тесен

Шăрăх кунсем те çитмен-ха, анчах Хакассинче пиншер гектар вăрман, пиншер çурт çунни сисчевлĕх туйăмĕ çуратать. Хăрушă инкеке çын аллипе пуçарнине пĕлтерчĕç, ку вăл – типĕ курăка çунтарни.

Кунашкал тĕслĕхсем Чăваш енре те ытти çулсенче пĕрре мар пулчĕç. Пĕлтĕр Вăрнар районĕнче кăна кунашкал тăватă тĕслĕхе шута илнĕ.

Уйрăм çуртсенче пушар ытларах тухни (70 проценчĕ) те шухăшлама хистет. Тĕп сăлтавĕсем – çулăмпа асăрханусăр пулни, вырăн çинче чĕлĕм туртни, юсавсăр электрооборудованипе, кăмакасемпе усă курни. Апрелĕн 14-мĕшĕ тĕлне республикăра акă 287 пушар çырăннă, пĕлтĕрхи ку тапхăртинчен 12 ытларах.

Вут-çулăм пурлăха тĕп тăвать кăна мар, чи хăрушши – çынсен пурнăçĕсене те татать. Инкекре кăçал 43-ĕн вилнĕ. Çакă та шухăшлаттарма тивĕç – вĕсенчен 24-шĕ ÿсĕр пулнипе çулăмран тухайман е тĕтĕмпе чыхăнса вилнĕ.

Районта пушарсен шучĕ 6,7 процент ÿснĕ – кăçал 16 çырăннă. Çавăнпа та халăхпа иртнĕ тĕлпулусенче асăрханма, тимлĕ пулма, çăмăлттайлăхран хăтăлма, пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсене алă айĕнчех тытма ыйтнине пуçра çирĕп хăвармаллах ĕнтĕ, информаци кунне килменнисене те пĕлтермелле.

Районта пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерме асăрхав органĕсен инспекторĕсем ял поселенийĕсен ĕçченĕсемпе пĕрле кашни киле çитĕç, электро-, газ оборудованине, кăмакасене, мунчасене тĕрĕслĕç.

 

Пенсисем, тÿлевсем

Информаци кунне Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕн ĕçченĕсем те хутшăнни çамрăксемшĕн те, аслă ăрушăн та лайăх пулчĕ. Вĕсем социаллă пенсисен, федераллă çăмăллăхçăсен тÿлевĕсен апрельти ÿсĕмĕ, çавăн пекех пулас пенсие йĕркелесси пирки тĕплĕн ăнлантарчĕç, ыйтусене хуравларĕç.

Апрельте социаллă пенсисем, вăрçă участникĕсемпе инваличĕсен, вĕсен тăлăх арăмĕсен, çарта вилнĕ салтаксен ашшĕ-амăшĕн, радиаци инкекĕсене пĕтерме хутшăннисен тÿлевĕсем 10,3 % хăпарчĕç.

Вăрнар районĕнче уйăхсеренхи тÿлеве 3155 федераллă çăмăллăхçă илсе тăрать.

Ку уйăхранах республикăра палăртнă пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен (5771 тенкĕ) сахалрах тупăш илекен ĕçлемен пенсионерсене социаллă тÿлев хушса панă.

Аслă Çĕнтерÿ ячĕпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 832 ветеранĕ пĕр хутчен паракан тÿлеве илĕç.

 

Çураки умĕн

Ака ĕçĕсем çывхарсах пыраççĕ. Районти ял хуçалăх предприятийĕсем пулас тухăç никĕсне хывма вăрлăха планран ытларах хатĕрленĕ – 3061,8 тонна. Кондицилли – 95 процент. Хăшпĕр хуçалăх элита вăрлăх туяннă.

Минераллă удобренисене хальлĕхе кирлин 81, топливăна 82, автобензина 55 процентне кÿрсе тухнă.

Çĕр пулăхне ÿстерме республика бюджетĕнчен пулăшни те витĕмлĕ. Çĕре извеçлессипе тата кали хывассипе çыхăннă тăкаксене саплаштарма пĕтĕмĕшле 3058,654 пин тенкĕ пăхнă.

Кăçал çуртрисене 13690 га, çĕр улмие 700 га, кукурузăна 2127 га, вăл шутра 1000 гектарĕ – тĕшĕлĕх, çитĕнтерме пăхнă.

 

Ыйтусем, ыйтусем...

Ялсенче паянхи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри – сĕт хакĕ каллех чакса кайни. «Ялта тупăш çăлкуçĕ те сĕт пани кăна. Ачасене мĕнле çитĕнтермелле?..», «Халăхран йÿнетсе пуçтараççĕ-ха, анчах продукци хакне çавăн чухлех мĕншĕн чакармаççĕ?..», «Сĕт хакне йĕркелеме нивушлĕ нимĕнле йышăну та, саккун та кăларма пулмасть?..»

Макăрас тенĕ пек ыйту хыççăн ыйту паракан çынсене, чăнах та, шел. Вĕсем çулталăкĕпех пĕр кун канмасăр ĕçлеççĕ. Анкарти-пахчине сухалаттарма, уттине çултарса кĕртсе хума сахал мар укçа-тенкĕ тăкма тивет. Халĕ ав сĕчĕ те кунран-кун йÿнелсе пырать. Пĕлтĕр ку вăхăтра ăна 19 тенкĕпе пуçтарнă. Халĕ – 15-пе. Çулталăкра апат-çимĕç, япаласем палăрмаллах хакланчĕç. Сĕтĕн çеç хакĕ çук.

Район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхне Вячеслав Горбунова та ку ыйту канăç памасть. Хаксен вылявне тытса чарас тĕллевпе закупщиксемпе килĕшÿсем тума хăтланнă, анчах лешсем хальлĕхе килĕшесшĕн мар иккен.

Тен, калаçса татăлса сĕте сутмалла мар? – сĕнчĕç акă ларура. Ун пек те май килмест – теприсем ултшар ĕне те усраççĕ-çке, юр-варне ăçта чикмелле. Тен, хăвăр хушăра пуçтарса Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт заводне тÿрремĕн памалла, кун пек тусан предприяти икĕ тенкĕ хушса тÿлет, сĕнчĕç акă Кĕçĕн Кипекре. Анчах сĕте вăхăтра вырăна çитермесен, холодильник установки пулмасан вăл хăвăртах йÿçет-çке. Хак пирки ыйтăвĕсем, чăн та, чылай, анчах хальлĕхе халăх кăмăлне тивĕçтерекен хурав çук-ха.

Сĕте шыв кам хушнине пĕлме çук-ши тата? – ыйтрĕ халăх. Пулать, пĕлтерчĕ Вячеслав Анатольевич. Районта «Клевер» приборпа ялсенче тĕрĕслевпе иккĕмĕш хут çаврăнма тытăннă. Хальлĕхе 1244 проба илнĕ. Вăл сĕте мĕнле çуллăхпа сутнине, шыв хушни-хушманнине йăлтах кăтартать. Списокра кашни ялти, кашни çыннăн сĕчĕ пирки информаци пур. Вĕсене ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем патне çитерĕç.

Поселокра пурăнакансене вара урăхла ыйту пуçа ыраттарать – нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕ юсама хушма тÿлев кĕртни. Вăрнар хула поселенийĕнчи тĕлпулун хĕрÿлĕхĕ пирки тĕлĕнмелли çук. «Мĕншĕн шанмалла? Хальхи управляющи компанийĕ пĕр йĕркеллĕ юсав та тумасть, укçине сахал мар сăптăрать пулин те...» – ку тÿлеве шанманнине пĕри те тепри пĕлтерчĕç.

Тавлашуллă самантсем чылай пулчĕç. Халăхăн хамăр патри управляющи компанийĕ тĕлĕшпе ыйтусем нумай. «Çурта тытса тăнăшăн укçине пуçтараççĕ, анчах ĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçламаççĕ», «Кашни уйăхрах тивĕçтерÿсемшĕн тÿлетпĕр, мĕншĕн газшăн парăм ÿссех пырать. Çутçанталăк газĕшĕн «Теплокомфорт» уйăхсерен мĕн чухлĕ тÿленине халăха уççăн пĕлтерме ыйтатпăр...», «Пурăнмалли çурт-йĕр сферине муниципалитет çине куçармалла» тата ытти, тата ытти те...

Тĕплĕ юсав ыйтăвĕ патне çине-çинех таврăнчĕç. «Пухăннă укçа-тенкĕ сыхланса юлассине кам гарантилет?», «Килĕшÿсене, çитменнине, номерсĕр, мĕншĕн кашни çынпа уйрăммăн тумаççĕ, мĕншĕн почта ещĕкĕсене çеç киле-киле пăрахнă?».

– Саккунне çĕршыв шайĕпе йышăннă, пирĕн ăна пурнăçламах тивет, – терĕç информаци ушкăнĕн представителĕсем.

Хальлĕхе нумай хваттерлĕ çуртсенчи пĕрлехи пурлăха тĕплĕ юсассипе йышăннă тÿлеве пухассипе пирĕн район кайрисен шутĕнче.

Информаци ушкăнĕ ку тивĕçе федераллă тата Чăваш Республикин саккунĕсемпе палăртнине, нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕн юсама тÿлевсем хывассине харпăрлăх хуçисем çине Çурт-йĕр кодексĕн 169-мĕш статйипе килĕшÿллĕн хунине палăртрĕç.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика