18 апреля 2015 г.
Майăн 3–12-мĕшĕсенче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе инваличĕсем тĕрлĕ транспортпа тÿлевсĕр çÿреме пултараççĕ. Ветеранпа пĕрле тепĕр çын, ăна илсе çÿрекенĕ, çак мелпех усă курĕ.
Чăваш енре çеç мар, унăн тулашĕнче те тÿлевсĕр çÿреме май пулĕ. ЧР транспорт министрĕ Владимир Филиппов пĕлтернĕ тăрăх, чи малтан кассăна пымалла. Унта документсене хатĕрлĕç. Кун валли Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕ, инваличĕ пулнине ĕнентерекен удостоверени, паспорт кирлĕ. Ветерана пĕрле илсе çÿрекенĕн паспорчĕ те.
Хальлĕхе Чăваш енри 14 фронтовик Мускаври, Питĕрти, Севастопольти, Волгоградри уяв мероприятийĕсене хутшăнма кăмăл тунă.
Май уйăхĕн 12-мĕшĕччен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсем çĕршыври мĕнпур почта уйрăмĕнче майăн 3–12-мĕшĕсенче Раççей тăрăх вĕçевсем пурнăçлама авиабилетсене тÿлевсĕр заказ тума пултараççĕ. Вĕсене пĕрле илсе çÿрекенĕн те çак мелпе усă курма май пур.
Раççей Президенчĕн Указĕпе çак тапхăрта Раççей авиакомпанийĕсен рейсĕсемпе темиçе хут та вĕçме пултараççĕ.