18 апреля 2015 г.
Хăюлăхпа паттăрлăх, вăй-хăватпа чăтăмлăх, сыхăлăхпа мăнаçлăх – çак пахалăх паллисем арăсланшăн уйрăмах çывăх. Ахальтен мар пулĕ грексем çак чĕрчуна тискер кайăксен патши вырăнне хунă, аваллăхри сайра тĕл пулакан ячĕ вара «çап-çутă, йăлтăркка, уçăмлă» сăмахсен ăнланăвĕпе те пĕр килет иккен. Тем тесен те, хушамат валеçекенсем Хăмăшри Львовсен çутă та таса йăх-несĕлне çапла палăртса пачах та йăнăшман.
,мĕрĕсене ялти хастар ĕçпе, сумлă ятпа тĕрĕс пурăнса ирттернĕ Юлия Ефимовнăпа Николай Лазаревичăн аслă ывăлне мĕн ачаранах лайăх пĕлнĕрен, унтан та ытларах – хăй вăхăтĕнче «курăнман фронтри» чылай йывăрлăха пĕрле пайлама килнĕрен Станислав Львов запасри подполковник çинчен ыррине кăна калама пултаратăп.
Хăмăш шкулĕнчи пионерсен дружини Александр Матросов ячĕпе хисепленетчĕ. Аслисем хавхалантарнипе вара çарпа патриотизм ĕçĕ тата спорт вĕренÿре пысăк пулăшу паратчĕç. Вăрçă умĕн çуралнисем чаплă летчик Валерий Чкалов депутат Нурăсра пулни çинчен аса илетчĕç. Тĕлпулусенче фашистсен самолечĕсемпе тÿпере хăюллăн çапăçнă Совет Союзĕн Геройĕ Федот Никитич Орловпа Услапари Иван Степанович Куликов, Калининăри пулас авиаци генерал-майорĕ Владислав Алексеевич Степанов тата авиацие каярах пырса кĕнĕ Кивьял Нурăсри Геннадий Федорович Кудрявцев летчиксем, Кăмпалти çар журналисчĕ Антип Николаев майор ачасене çунат сарма вăй-хăват сунатчĕç. Вĕсене кура тата фронтовик пулнă ашшĕн кăмăлне ăша илсе Станислав Хусанти авиаци институтне вĕренме кайрĕ, диплом илсен пĕр вăхăт Тутарстанра С.П. Горбунов ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕнче вăй хучĕ, Шупашкарти приборсем тăвакан завода куçнă хыççăн хастар та пултаруллă ĕçне кура «СССР авиаци промышленноçĕн чи лайăх мастерĕ» хисеплĕ ята илме тивĕç пулчĕ, парторганизаци секретарĕ ертсе пыракан участок вара Пĕтĕм Союзри социализмла ăмăртура çĕнтерме пултарчĕ.
СССР Патшалăх хăрушсăрлăх комитетне службăра тăма С.Львова 1984 çулта йышăнчĕç. Çĕнĕ профессие Новосибирскри КГБ шкулĕнче хăнăхрĕ, Çĕмĕрлере, Çĕнĕ Шупашкарта ертсе пыракан должноçсенче чунне парса ĕçлерĕ, республика тĕп хулинче те хастарлăхĕпе палăрма ĕлкĕрчĕ.
1999 çулхи юпа уйăхĕнче ун ячĕпе Çурçĕр Кавказа командировкăна кайма приказ килчĕ. Турăран каялла тĕрĕс-тĕкел тавăрма пехил ыйтса, ĕлĕкхи чăваш йăли тăрăх шăрттанпа тата чăкăтпа ăсатрăмăр ăна Чечен вăрçине. Федераллă хăрушсăрлăх службин Наурски районĕнчи уйрăм начальникĕн заместителĕн çапăçусенчи тата оперативлă ĕçри паттăрлăхне кăкăр çинчи наградисем лайăх кăтартаççĕ. Суворов медальне, паллах, пурне те памаççĕ.
Ирĕке кăларнă районсен комендатурин пуçлăхĕпе Иван Ильич Бабичев генерал-лейтенантпа контрразведчиксем тачă çыхăну тытнă. Çав тапхăрта Щелковски тата Надтеречный районсене бандитсенчен тасатса ĕлкĕрнĕ, çарсем Грозный еннелле куçнă. Сăпайлăхне пула-ши е çар вăрттăнлăхне упрама хăнăхнăран, С.Львов хăй мĕн курса-тÿссе ирттерни çинчен шарласах каймасть. «Альфа» ятарлă подразделенийĕнче пулнă палланă юлташсем пĕлтернĕ тăрăх, Львов ертсе пынă уйрăм Калиновская станица çывăхĕнче икĕ хутчен бандитсен атакине сирсе янă, çар документацине çăлса хăварнă. Вилĕмпе куçа-куçăн пулса курнă ентешĕм тата юлташăм террорла ĕçсемпе кĕрешнĕ май аулсенчи аксакалсемпе те, çамрăксемпе те тĕл пулса калаçнă, вĕсене саккунлăха пăхăнса йĕркене çирĕплетме хутшăнтарнă, хĕçпăшал тата ытти çар хатĕрĕсем пытарса хунă вырăнсене шыраса тупнă, ют çĕршывсенчен укçалла çапăçма килнĕ çынсем çинчен информаци пухнă, кирлĕ йышăнусем тунă. Хăшпĕр чухне вырăнти халăх кăнтăр çутипе ăшшăн кулса, алă тытса калаçнă, каç пулттипе вара çав алăсемех пăшал еннелле туртăннă. Патшалăх хăрушсăрлăх службин сотрудникне тыткăна илнĕшĕн е тĕп тунăшăн боевиксене хуçисем хулăм укçа пама шантарнă тапхăрта чĕррĕн юлма хăвăн ĕçе кирлĕ пек тума пĕлни, сисчĕвлĕхпе тимлĕх, паттăрлăхпа хăюлăх, службăри юлташлăх çеç пулăшма пултарнă.
2004 çулта «Шупашкарти В.И. Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» акционер обществинче, завод панкрута тухма хатĕрленнĕ йывăр тапхăрта, генеральнăй директорăн çĕнĕ заместителĕ пулса ĕçлеме Станислав Николаевич Львова йышăннă. Ылтăн алăллă кадрсем сапаланса пĕтменнинче, пысăк коллектив сыхланса юлнинче, пуласлăхĕ арканманнинче унăн тÿпи пысăк. Ветерансен канашĕпе усă курса вăл çамрăксене ура çине тăма пулăшать. Коллективлă договора С.Львов пуçарнипе çамрăксене хваттер илме е çурт-йĕр çавăрма панă ипотека кредичĕн проценчĕсен тÿлевĕн пĕр пайне завод шучĕпе тавăрса парассине кĕртнĕ.
Хулари 7-мĕш шкулти çамрăк кадетсем ăна ашшĕ вырăнне хурса хисеплеççĕ. Çакна унпа пĕрле ирттернĕ паттăрлăх урокĕсем те çирĕплетеççĕ. Мускаври чăваш офицерĕсен «Тăван çĕршывăн ывăлĕсем» пĕрлешÿ хастарĕ, Мăн Явăшра çуралса ÿснĕ Эрик Васильев полковникпа пĕрле завода Çĕнтерÿ ялавĕн чăн-чăн копине панă чухнехи мероприятире Резников генеральнăй директор çак наградăна илме тивĕç пулни Львовран нумай килнине палăртни ентешсемшĕн уйрăмах кăмăллă пулчĕ. Станислав Николаевич тăван Хăмăш тата Калинино шкулĕсене те манмасть, çĕршывăмăрăн пулас хÿтĕлевçисемпе тăтăшах тĕл пулать. Вăрнарсен Шупашкарти «Туслăх» ентешлĕхĕн те ăна тав тумалли сăлтавсем нумай.
Чапаевецсем С.Львова 2009 çултанпах Шупашкар хула Пухăвĕн депутатне суйлаççĕ. Микрорайон халăхĕн пурнăçĕпе пурăнать – çавăншăн хисеплеççĕ те ăна. 2010 çулта вăл хулари «Чи лайăх ашшĕ» конкурсра пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Калас пулать, офицер мăшăрĕ пулма çăмăл мар, пурте чăтаймаççĕ çав экзамена. Туслă çемье çавăрма Турă пани, Хирлеп шывĕн икĕ çыранне пĕрлештерекен чĕнтĕрлĕ кĕпертен те çирĕпреххи вара – пĕр класра вĕреннĕ Услапари Галина Никитинăн чăн-чăн юратăвĕ тата тĕрекĕ. 38 çул телейне те, нушине те пĕрле пайлаççĕ вĕсем. Ывăлĕ Андрей программист пулса тăрăшать, хĕрĕ Елена – менеджер, мăнукĕсем – тăваттăн, асли шкула çÿрет.
Хăмăш ялĕн арăслан пек мухтавлă ывăлĕ С.Львов апрелĕн 18-мĕшĕнче 60 çул тултарать. Ентешсем Станислав Николаевича чун-чĕререн юратса ырлăх-сывлăх, çемйипе пĕрле телей сунаççĕ.
Валерий КОШКИН.