18 апреля 2015 г.
Врач-невролог патне килекенсен 10–20 проценчĕ çак симптома пĕлтерет. Çитменнине, аслисем кăна мар, çамрăксем те çак сăлтавах палăртаççĕ.
Пуç çаврăннин сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Ку вăл – нейроинфекци те, пуç мими чирлесе улшăнни те, шыçă та, пуç мими айăпланни те пулма пултарать. Унпа гипертонипе чирлекенсем те, юн пусăмĕ пĕчĕккисем те аптăраççĕ. Çавăнпа та пуç мĕншĕн çаврăннине тĕрĕс палăртмалла, юн тымарĕсен чирне аталантарас мар тесен симптомсем пулсанах тĕрĕслев витĕр тухмалла.
Нумай чухне çынна пĕрре, тепре юн тымарĕсен терапине палăртаççĕ, юн пусăмне нормăна çитереççĕ, анчах ун пурпĕр пуçĕ ыратма чарăнмасть.
Диагностикăн çивĕч ыйтăвĕсем чылай. Нумай чухне, уйрăмах гипертониксенне тата ватă çынсенне, юн тымарĕсен çитменлĕхĕ тесе лартаççĕ. Çакă, тĕлĕнмелле те, врача та, чирлекене те «килĕшет». Е тата тепĕр йăнăш шухăш – çурăм шăммин мăй тĕлĕнчи пайĕн нервисем хĕсĕннипе, остеохондроза пула пуç çаврăнать тени. Практикăра çакнашкал диагнозсем час-часах тĕл пулаççĕ, анчах та нумай тĕслĕхре – тĕрĕсех мар. Тухтăрсем нумай чухне çакă вестибуляр тытăмĕпе çыхăннине йышăнасшăнах мар. Пациентсем те вĕсен пуçпа юн тымарĕсенче мар, вестибуляр аппаратĕнче «тем çитменнине» ăнкараймаççĕ. Мĕншĕн тесен шалти хăлха – перифери вестибуляр тытăмĕн – чирĕсемпе отоларингологсем ĕçлеççĕ. Анчах та вĕсем патне пациентсем çитмеççĕ.
Сăмахран, вестибуляр аппарачĕ пăсăласси уйрăмах шывра е ту серпантинĕ çинче хăйсене япăх туякан çынсен аталанма пултарать. Çакна тухтăра пĕлтермеллех – ăна диагноз лартма çăмăлрах пулĕ. Енчен те пуç çаврăннин сăлтавĕ çакăнпа çыхăннă пулсан, пациента эмелсем тăтăш ĕçмесĕр те сиплеме пулать. Сăмахран, ятарлă тренировкăсем ирттерсе.
Паллах, ку гимнастикăна асăрханса тата врач асăрхавĕпе пурнăçламалла. Упражненисене тухтăр хăй кăтартĕ. Вĕсене пĕрре-иккĕ тунипех симптомсем иртмеççĕ, анчах та тăтăш тренировка организма çĕнĕ условисене хăнăхма хистет, пурнăç пахалăхне ÿстерет.
«Вестибулярлă» пуç çаврăннин паллисем: ÿкерчĕксем сикеççĕ е çаврăнаççĕ. Çын хăйне çирĕп туймасть, вăл е ку вырăн паллине çухатать. Пуç ытларах ирхине, вырăн çинчен тăнă чух, çаврăнать. Кунпа пĕрлех чирлекен чунĕнче вĕчĕрхенÿ, шанăçсăрлăх хуçаланать, депресси аталанать.
Нихăçан та хăвăр тĕллĕн ан сипленĕр. Вăл е ку симптомсем пулсан тухтăрпа канашлăр.
Н.ЯКОВЛЕВ,
районти тĕп больницăн отоларингологĕ.