18 апреля 2015 г.
Ăшă кунсем çитнĕ май, çулсем çинче икĕ урапаллă техника – мотоциклсем, мопедсем, скутерсем, велосипедсем – йышланма тытăнать. Çак транспортсем çирĕпех мар, водительпе пассажирсене суранланассинчен шанчăклах хÿтĕлеймеççĕ.
Çитменнине, çакнашкал транспорт хатĕрĕсен рулĕ умне çула çитмен çамрăксем лараççĕ. Вĕсенчен нумайăшĕ вара çул-йĕр правилисене те пĕлмест. Ашшĕ-амăшĕ çак «теттесене» хăйсен ачисемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратнине шутламасăр туянса парать. Инкексен республикăри медицина центрĕн мониторингĕ тăрăх, иртнĕ çулхи апрель – август уйăхĕсенче çул-йĕр инкекĕсене 271 ача лекнĕ, тата маларахри çул ку тапхăрта – 331.
Пĕлтĕр çула çитменнисем аварисене лекесси чакнă пулин те, пĕтĕмĕшле цифрăра çамрăк велосипедистсем, мотохатĕрсен водителĕсемпе пассажирĕсем инкек тÿсессин шучĕ 10 процент пысăкланнă, вăл шутран тăватă тĕслĕхĕ вилĕмпе вĕçленнĕ. Çуркуннехи-çуллахи тапхăрта суранланнисен пĕрре-виççĕмĕш пайĕ – велосипед-скутер-мопед çинче ларса пынă ачасем.
Пĕлтĕр пĕчĕк ачасем чÿречесенчен тухса ÿкнĕ тĕслĕхсем те чылай пулчĕç. 2013 çулта çÿллĕшĕнчен ÿкнĕ 27 тĕслĕхре икĕ ача вилнĕ пулсан, 2014 çулта 36 тĕслĕхре виçĕ ачан пурнăçĕ татăлнă. 58 процентĕнче – 1–5 çулхи ачасем. Кĕçĕннисем нумай чухне ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхне пула инкеклĕ лару-тăрусене лекеççĕ.
Вăрнар районĕнче те пĕлтĕр ача пластик чÿречерен ÿкнĕ тĕслĕх çырăннăччĕ.
Ашшĕ-амăшĕн яваплăхĕ пысăк-тăк, хăрушă самантсене асăрхаттарма пулать. «Ачăрсемпе юнашар пулăр. Сирĕн тимсĕрлĕх çĕр çинчи чи юратнă та хаклă тĕпренчĕкĕршĕн пурнăç хакне тăма пултарнине ан манăр», – палăртать инкексен республикăри медицина центрĕн тĕп врачĕ Ольга Крауз.