18 апреля 2015 г.
Кĕперлĕ Кÿлхĕрринче пурăнакан Р. Федоров йĕплĕ карта леш енчи пурнăçа такам каласа панинчен мар аван пĕлет. 32 çулта кăна пулин те чылай вăхăт ирттернĕ вăл ирĕксĕрлĕхре. Кашни тĕслĕхрех тĕрмене лекнин сăлтавĕ пĕрешкел – ют пурлăха вăрлама юратни такăнтарса пынă.
Кукăр алăллă çынна çак сиенлĕ йăларан хăтăлма çăмăл мар, çаратса-вăрласа ĕçлемесĕрех пурăнас килни пурпĕрех çĕнтерет пулмалла. Пĕлтĕрхи апрелĕн 30-мĕшĕнче кăна-ха Р.Федоров хыççăн колони алăкĕсем хупăннă, октябрьте арçын каллех йĕрке хуралçисен аллине лекнĕ. Хальхинче те ют пурлăха çаратнипе çакланнă вăл. Октябрĕн 10-мĕшĕнче16 сехетре хайхискер пĕр ялти Н. Андреевăн килне кĕрсе кайнă, куртка кĕсйинчен 600 тенкĕ йăкăртнă. Сехетрен çак çурта каллех таврăннă вăл ÿсĕрскер: ку хутĕнче апат-çимĕç çаклатса тухнă.
Тепĕр кунне Р.Федоров пуçтахланнипе çав ялтах В.Михайлов шар курнă. Унăн килне вăрă каçхине чÿрече кантăкне çĕмĕрсе кĕнĕ, кунтан темиçе пачка сигарет, шăрпăк курупккисем тата 50 тенкĕ илсе тухнă.
Р.Федоров умлă-хыçлах преступленисем тунине, юсанма шутламаннине тĕпе хурса, суд ăна айăпласа уйрăм режимлă колоние яма йышăннă. Хальхинче 3 çул та 4 уйăхлăха ирĕкрен хăтарнă.
С.АТЮКИН,
Раççей Шалти ĕçсен министерствин «Вурнарский» пайĕн следстви пайĕн
аслă следователĕ юстици майорĕ.