Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăçанччен купаланать-ши?

18 апреля 2015 г.

Хăçанччен купаланать-ши?

Вăрнар поселокĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсем çывăхĕнчи çÿп-çап контейнерĕсем темиçе кун ĕнтĕ йăлари каяшсемпе тулса, тăкăнса лараççĕ. «Водоканал» тулли мар яваплă общество çÿп-çапа мĕншĕн илсе тухма пăрахнă, çак кăмăллах мар ÿкерчĕк тавралăх сăнне хăçанччен пăсать – çакăн пирки Вăрнар хула поселенийĕн администрацийĕн пуçлăхĕнчен Анатолий Старовойтран ыйтрăмăр.

– Çутçанталăкпа усă курас сферăна асăрхаса тăрас енĕпе ĕçлекен федераллă службăн республикăри управленийĕ февральте рейд ирттернĕ хыççăн «Водоканал» организаци çÿп-çапа санкцилемен свалкăна илсе тухать тесе палăртнă. Çакă асăннă çÿп-çап вырăнĕ патшалăх реестрĕнче пулманнипе çыхăннă. Списокран ăна ку свалка тĕлĕшпе ĕç проекчĕ çуккипе кăларса пăрахнă пулинех. Реестра кĕрессипе ĕçлетпĕр, çитес эрнере поселени представителĕ Мускава тухса кайĕ.

Çÿп-çапа илсе тухма Вăрнарти хутăш препаратсен завочĕпе килĕшÿ тума шутланăччĕ, анчах ун полигонĕнче те, утилизаци цехĕнче те хими производствин каяшĕсене кăна тăкма, çунтарма юрать. Çавăнпа халĕ унччен çÿп-çапа хамăр вăйпа илсе тухассине йĕркелетпĕр. «Вурнарыхмель» организаци техникăпа пулăшма шантарчĕ.

Ку ыйту темиçе çул çивĕч тăрать ĕнтĕ. Кăçалхи июльтен çĕнĕ требовани вăя кĕрет, унпа килĕшÿллĕн районта та çĕнĕ ТБО полигонĕ кирлĕ. Ун проекчĕ кăна 1 миллион та 200 пин тенкĕ тăрать...   – пĕлтерчĕ Анатолий Васильевич.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика