18 апреля 2015 г.
Район прокуратурине управляющи компани–«Интех» тулли мар яваплă общество – нумай хваттерлĕ çуртсем çумĕнчи территорисене тытса тăрассипе хăйĕн тивĕçне пурнăçламанни пирки пĕлтерÿ пулнă. Тĕрĕслев ирттернĕ май, «Интех» общество чăнах та РФ Çурт-йĕр кодексĕн 161-мĕш статйине пăхăнманни палăрнă. Унпа килĕшÿллĕн, нумай хваттерлĕ çурта пăхса тăни граждансем валли пурăнма ăнăçлă тата хăрушсăр условисем пулассине, çуртăн пурлăхне тытса тăрассине тата унпа усă курас ыйтусене татса парассине, кунта пурăнакан граждансене коммуналлă тивĕçтерÿсем парассине тивĕçтермелле.
РФ Правительстви çирĕплетнĕ ĕç переченьне, санитарипе эпидемиологи саккунĕсене пăхăнмасăр, поселокри Ленин урамĕнчи 138, 140, 142-мĕш çуртсем çумĕнчи территорисенче çулсене пăртан тасатассипе ĕçсем ирттермен. Çавна май граждансем аманма-суранланма пултарнă.
Тĕрĕслев кăтартăвĕсем тăрăх «Интех» общество директорĕ ячĕпе çитменлĕхсене пĕтерме хушса представлени тăратнă. Çавăн пекех çурт-йĕрпе эксплуатаци участокĕн мастерĕ тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă.
Е.ДМИТРИЕВА,
Вăрнар район прокурорĕн заместителĕ
юстици советникĕ.