15 апреля 2015 г.
Хальхаççăн Çĕпĕртен, Байкал тăрăхĕнчен килекен хăрушă хыпарсем чĕрене çÿçентереççĕ. Хакассире, акă, вут-çулăмра 23 çын пурнăçĕ татăлнă, пин ытла пÿрт çунса кĕлленнĕ, Байкал тăрăхĕнче 1500 ытла çын пÿртсĕр-çуртсăр тăрса юлнă. Çак синкер Мускав облаçне те çитнĕ.
Инкексем пурте типĕ курăка çунтарнипе пулнă. Чăвашла вирт янă, теççĕ çакна. Сăмахĕ хăех хăрушла илтĕнет мар-и; Тен, юриех чĕртекенсем пулнă; Çуркунне тем анлăш çеçенхирсенче типĕ курăка çунтарни пирки ĕлĕкех илтнĕ-ха. Анчах юлашки вăхăтра çак ырă мар йăла пирĕн тăрăха та çитрĕ.
Унччен Чăваш енре кунашкалли вуçех пулман. Колхоз-совхоз фермисенче çĕршер-пиншер пуç выльăх усранă, кашни килте ĕне, сысна, сурăх тытнă. Вĕсем валли тонни-тоннипе утă-улăм хатĕрленĕ – пĕр лаптăк çĕр те паянхи пек пушă выртман. Чĕрĕк ĕмĕр каялла халăха валеçсе панă гектарсене тахçанах мăян пусса илнĕ. Пирĕн патра шăпах çав лаптăксене çунтараççĕ те.
Хăшпĕр çынсен тимсĕрлĕхне, çăмăлттайлăхне пула, акă, вирт яни юлашки вунă çулта Вăрнар тăрăхĕнче те самаях пысăк шар кăтартрĕ. Чăн та, вут-çулăм тĕртекенсенчен пĕрне те пулин алăран ярса тытнă тенине илтмен. Хăйсен айăпĕпе çунса кĕлленнĕ пурлăхшăн хăть чĕррисен чĕрисем ыратаççĕ-ши? Ÿкĕнÿ туйăмĕ те пулин пур-ши;
Вирт янипе, акă, «Заря», «Юпитер», «Цивиль» тата ытти сад пĕрлешĕвĕсенче вуншар пÿрт-хуралтă кĕлленнĕ. Çак сăлтавпах тăхăр çул каялла паллă фермерăн А.Игнатьевăн çĕрулми хранилищи çунса кайнăччĕ.
Каллех çуркунне çитрĕ. Кунран-кун ытларах та ытларах ăшăтать. Вирт яма шутлакансен тĕплĕн шутласа пăхасчĕ – алăри çак шăрпăк хăрушă инкек патне илсе çитермĕ-ши; Çак тапхăрта ял-хула тăрăхĕсен, пушар хуралĕн ĕçченĕсен тимлĕхе уйрăмах вăйлатни кирлĕ.