Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех вăхăтлăха хупнă

15 апреля 2015 г.

Ĕнер Калинино салинчи Мăн Çавал юханшывĕ урлă хывнă вăхăтлăх кĕпере каллех хупни тĕрлĕ сас-хура кăларчĕ. «Каллех шыв татса кайнă», – терĕç çынсем.

Эрнекун, апрелĕн 11-мĕшĕнче, 2 сехет те 45 минутра çĕре çурхи шыв çĕмĕрсе кайнипе вăхăтлăх кĕперĕн пĕр пайĕ ишĕлсе аннă. Тĕп кĕпер юсавра. Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин информацийĕ тăрăх, ăна кăçалхи августра хута ямалла.

Эрнекун авари кăларса тăратнă инкеке сирсе яма май килнĕ, çынсене, техникăна явăçтарнипе юсав ĕçĕсене ирхи 7 сехет те 35 минут тĕлне вĕçленĕ. Автотранспорт çÿреме пуçланă.

– Виçĕмкун строительсем вăхăтлăх кĕпере çирĕплетме каллех çĕрĕпех, ĕнер кунĕпех ĕçлерĕç. Çавна май çула вăхăтлăха хупнă, – пĕлтерчĕ «Чăвашавтодорăн» Çĕмĕрлери ДПУ-н «Вăрнарти ДРСУ» филиалĕн ертÿçи Руслан Валерьевич Спиридонов.

Юсав ĕçĕсем вăхăтĕнче автотранспорта Аçăмçырми урлă çавăрса янă.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика