15 апреля 2015 г.
Эрнекун районта ĕçлĕ визитпа Федераллă налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Марина Петрова тата ун заместителĕ Людмила Порфирьева пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Леонид Николаевпа тата 3-мĕш инспекци пуçлăхĕпе Юрий Егоровпа вĕсем налук саккунне пурнăçласси, налуксемпе тата тÿлевсемпе район территорийĕнче пухăннă парăмсене тавăрассипе мерăсем йышăнасси, куçман пурлăха, çĕр лаптăкĕсене регистрацилесси тата ытти ыйтăва сÿтсе явнă.
Марина Петрова районти налукçăсемпе те тĕл пулнă, 1-мĕш кварталти ĕç-хĕлпе, палăртнă задачăсемпе кăсăкланнă.