15 апреля 2015 г.
«Икĕ çулта пилĕк хутчен салтак ăсатма тиврĕ», – тетчĕ асанне Федора Игнатьевна. Федор Григорьевич Малицкий вăрçăра икĕ хутчен аманса фронта виçĕ хутчен тухса кайнă. Пĕринче те ывăлĕсемпе пĕрле пулма тÿр килмен. Виççĕмĕш хутĕнче хăй 2-мĕш Белорусси фронтне лекнĕ пулсан, аслă ывăлĕ Аркадий 1-мĕш Белорусси фронтĕнче çапăçнă. Антон Инçет Хĕвелтухăçне хуралланă. Асатте, Федор Григорьевич, вăрçă пĕтсен çапах та аслă ывăлĕпе Аркадийпе тĕл пулнă-пулнах.
Аркадий Федорович Кÿлхĕрринче пысăк çемьере ÿснĕ. Вăрçă тухнă тĕле вăл 9-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ. 1942 çулхи январьте ашшĕне фронта ăсатнă. Вăл çулла аманса киле таврăнсан, фронта ывăлне Аркадие ăсатнă. Сывалнă хыççăн ашшĕ каллех фронта кайнă.
Аркадий Федорович танксене тĕп тăвакан 731-мĕш уйрăм артиллери дивизионне кĕнĕ 1-мĕш батарейăра çапăçнă. Пултарулăхне кура ăна разведчик туса хунă. Ку дивизиона 1943 çулхи май уйăхĕнче йĕркеленĕ. Вăл ăнăçлă çапăçма пултаракан чаç пулнине хăвăрт кăтартса панă. 1944 çулта нимĕçсен «тигр» тата «пантера» йышши йывăр танкĕсемпе тата хăйсем тĕллĕн çÿрекен «фердинант» орудисене хирĕç çапăçнă. 1944 çулхи çулла корпус танкĕсем прорыва кĕнĕ. Çуршар кунта 70-шер çухрăм талпăнса куçнă. Тăшманран Витебск, Старая Русса, Рига хулисене тасатнă. Çав вăхăтра Аркадий Федорович нимĕçсен тылне темиçе хутчен кĕнĕ. Командовани заданийĕсене кирлĕ пек пурнăçланă. Рига çывăхĕнче хăй тĕллĕн 20 фашиста леш тĕнчене ăсатнă. Çавăншăн ăна III степень Мухтав орденĕпе наградăланă.
Вăл икĕ хутчен аманнă: пĕринче ăна сывлăш хумĕ çапса ÿкернĕ, контузи пулнă, тепрехинче тимĕр ванчăкĕ çурăмĕнчен кĕрсе ÿпки тĕлĕнче лакса ларнă. Пĕринче виçĕ кунта, тепрехинче виçĕ эрнере сывалнă. Корпус командирĕ хушнипе ăна тылри госпитальсенче сипленĕ. Вилĕме миçе хутчен куçран пăхман-ши Аркадий Федорович; Разведка начальникне инкекрен çăлса тухнăшăн II степень Мухтав орденне тивĕçлĕ пулнă. Медалĕсем: «Берлина илнĕшĕн», «Кенигсберга илнĕшĕн», «Германие çĕнтернĕшĕн»...
Разведчик тата механик-водитель çар службинче 1947 çулчченех Германире тăнă. Тăван ашшĕпе Федор Григорьевичпа Германире ăнсăртран тĕл пулнă. Тăван çĕршыва, Европăна тăшманран тасатса киле çĕнтерÿпе таврăннă.
Елена КУРАСАНОВА (МАЛИЦКАЯ).