15 апреля 2015 г.
Аттерен эпĕ, çулталăк çурăри ача, сăпкара выртса юлнă. Аслăрах тăвансем ăна аван астăваççĕ пулсан, эпĕ ăна сыхланса юлнă пĕртен-пĕр сăнÿкерчĕкĕ урлă кăна пĕлетĕп. Унпа калаçатăп та, вăл мана малалла мĕнлерех пурăнмаллине вĕрентет: «Эсĕ – кĕçĕнни, санăн çак кил-çурта çирĕп тытмалла, ывăл-хĕр ÿстерсе Савалин йăхне малалла тăсмалла...». Атте çÿллĕ мар, çирĕп хул-çурăмлă, яка сăн-питлĕ арçын пулнă. Вăрçа 46-ра тухса кайнă. Кÿршĕри Танюк Гени аттене астуса юлнă. «Эсĕ пĕтĕмпех аçу евĕрлĕ», – тесе савăнтарать.
Аннерен час-часах: «Атте хăçан таврăнать-ши?» тесе ыйтаттăм. «Аçу çул çинче, эсĕ çитĕнеспе çитĕ-ха», – тесе ялан пĕр пек хуравлатчĕ вăл. «Атте» сăмаха калас килнĕрен Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен хăрах урапа таврăннă ,лĕксантăр мучие кĕçĕн ывăлĕпе пĕрле атте теме хăнăхрăм.
Пурнăç çулĕнче манăн та атте пулма шăпа тухрĕ. Манăн та ачасем урамра чупса çÿрекен пулчĕç. «Пирĕн ма асатте çуккă;» – текелетчĕç. «Сталинград уйĕнчен таврăнаймарĕ-ха, вăхăтпа, тен, мана илме килет...» – мăнукĕсене çапла каласа çывратса яратчĕ анне. Вăл 96 çула çитиччен пурăнчĕ. Мăнукĕсене питĕ юратса пăхатчĕ. Ют япалана тытма хушмарĕ. Тÿр кăмăлпа пурăнаканăн ĕмĕрĕ вăрăм килет. Аттен ĕмĕрĕ те вăрăм пулатчĕ – вăрçă пĕтерчĕ. Вĕсем 4-ăн пĕртăвансем пулнă. Аккăшĕсем иккĕшĕ 90 çула çитиччен пурăнчĕç. Шăлнĕ, Санюк пичче, 92-е çитсе вилчĕ. Вĕсем 6 ачана кун çути панă. Аслă ывăлĕ кăçал 93 çул тултарать. Унтри пичче юбилей медальне илсе курчĕ, çакса çÿресе кураймарĕ, 90 çула кайсан нумай пурăнмарĕ. Аттепе аннен икĕ хĕрĕ тăхăрвунна çитнĕ, эпĕ те, кĕçĕн ывăлĕ, çавăнталла хăвалатăп. Йышлă мăнукĕсем вăрçăра пуç хунă аслашшĕн ятне çĕре ÿкермерĕç. Борис Адрианович врач хăйĕн тивĕçне чипер пурнăçласа пынипе ырă ятлă.
Сергейпа Алексей Петровсене те районта паллаççĕ. Пĕри шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлерĕ. Алексей МЧС тытăмĕнче вунă çул ытла ĕçлесе капитана çитрĕ. Кĕçĕн мăнукĕ Дима вунă çул Инçет Хĕвелтухăçĕнче патшалăх чиккине сыхлать.
Атте йывăç лартма юратнă. Эпĕ хамăн çемьепе çур гектар çинче тĕрлĕ йывăç ÿстертĕм. Атте сачĕ 41-мĕш çулхи сивĕре шăнса пĕтнĕрен ăна тепĕр хут килти пахчара çĕнетрĕмĕр. 20 çул каялла лартнисем сĕм вăрмана аса илтереççĕ. Анне ĕмĕрĕпе вилнĕ хут хыпарне ĕненмерĕ. «Пĕрремĕш тĕнче вăрçинчен, Граждăн вăрçинчен кĕтсе илтĕм, ку вăрçăран та таврăнĕ-ха», – тесе пурăнчĕ. Виличченех ăна апата чĕнмесĕр кашăк тытмастчĕ. Эпир те ĕмĕрĕпех кĕтме хăнăхрăмăр. Çапла атте киле таврăнайманни 70 çултан иртсе кайрĕ. Халĕ те кĕтетпĕр.
Василий ПЕТРОВ –
аттен кĕçĕн ывăлĕ, вăрçă ачи.