15 апреля 2015 г.
Вăрнарти 1-мĕш шкулта тĕлĕнмелле çынпа, поэтпа, журналистпа, спортсменкăпа, юрăçпа Нина Гречкопа тĕлпулу иртрĕ.
Уйрăмах Нина Мануиловнан пурнăçĕпе творчествăри кун-çулĕ ачасемшĕн кăсăклă пулчĕç. Вăл çăмăл атлетикăпа, йĕлтĕр спорчĕпе туслă, кире пуканĕн спорчĕн судйи. Çавăн пекех Нина Гречко – «Лейся, песня» ансамблĕн илемлĕх ертÿçи.
Мероприяти тĕлне поэтессăн пурнăçĕ, кĕнекисем тăрăх электронлă презентаци хатĕрленĕ, «Хĕрарăм чунĕн поэзийĕ» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ.
Тĕлпулăва йĕркеленин сăлтавĕ – Нина Гречкон тин çеç «Чĕререн» кĕнеки пичетленсе тухни.
Вĕренекенсем поэтăн сăввисене вуларĕç, районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕ юрăсемпе савăнтарчĕ. Мероприятие Литература тата К.В.Иванов çулталăкне халалларĕç.
Л.МАРКОВА, библиотекарь.