11 апреля 2015 г.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Беларуç Республикинче ĕçлĕ çÿревре пулнă май, Минскра Çĕнтерÿ монуменчĕ умне чечек кăшăлĕ хунă тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин патшалăх музейне çитсе курнă.
«Вăрçăн хаяр çулĕсенче чăвашсемпе белоруссем Тăван çĕршыва пĕрле паттăррăн хÿтĕленĕ. Чăваш енре çуралса ÿснĕ 15 пине яхăн салтак Беларуçа тăшманран хÿтĕлеме хутшăннă. Музей экспозицийĕсем иртнĕ вăхăтри пулăма анлăн та тĕрĕс çутатаççĕ. Паян, историе çĕнĕрен çырма хăтланнă тата кăçалхи май уйăхĕнче 70 çулне паллă тума хатĕрленекен Аслă Çĕнтерĕвĕн ячĕ-сумне тĕксĕмлетме пикеннĕ тапхăрта, çакă уйрăмах пĕлтерĕшлĕ», – тенĕ Михаил Игнатьев.
Беларуçа ирĕке кăларассишĕн пынă хаяр çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн Чăваш енре кун çути курнă 154 тата пирĕн тăрăхра пурăнма кÿршĕ облаçсенчен куçса килнĕ 4 çын Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ, Чăваш çĕрĕнче çуралса ÿснĕ виçĕ çын Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ пулса тăнă.
Михаил Игнатьев Беларуç Республикин Президенчĕпе Александр Лукашенкăпа тĕл пулса экономикăра килĕштерсе ĕçлессипе, культура çыхăнăвĕсене тĕреклетессипе, Чăваш Республикинчи тата Беларуçри предприятисемпе организацисене пĕрле корпорацилемешкĕн усă курмалли çĕнĕ мелсемпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.
«Пирĕн халăхсене ĕмĕрсен туслăхĕ, культурăн, ăс-хакăлăн, этемлĕхĕн пĕрлехи хаклавĕсем, пĕр-пĕрне пулăшас туйăм, тăван çĕре юратни, хамăршăн кар тăма пултарни çыхăнтараççĕ. Беларуç шанчăклă та пайталлă партнер шутланать. Пирĕн предприятисем чылайранпа килĕштерсе ĕçлеççĕ. Импорт продукцине хамăр çĕршывра туса кăларнă таварпа улăштарас тĕллевпе тытса пыракан политика пулăшнипе экономикăра килĕштерсе ĕçлессине аталантармалли хушма майсем вăй илчĕç», – тенĕ М.Игнатьев.
Александр Лукашенко Чăваш енпе Беларуçăн пĕрпеклĕх нумаййине палăртнă. Михаил Игнатьев юлашки виçĕ çулта Чăваш енпе Беларуç хушшинчи таварçаврăнăш 2,5 хут ÿснине çирĕплетнĕ.
Михаил Игнатьев Беларуç Республикин Раççей Федерацийĕнчи Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ посолĕпе Александр Суриковпа тĕл пулнă.
– Беларуçпа ĕçлеме кăмăллă. Паян, Анăçри çĕршывсем Раççей тĕлĕшпе тĕрлĕ санкци йышăннă тапхăрта, пирĕн хутшăнусене çÿллĕрех шая çĕклеме майсем пур, – тенĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ. – Патшалăх влаç органĕсен предприятисемпе, организацисемпе, предпринимательсемпе тытакан çыхăнăва вăйлатма, экономика аталанăвне ура хуракан бюрократи чăрмавĕсене пĕтерме пулăшмалла.
М.Игнатьев «Гастелловское» акционерсен обществинче ял хуçалăх культурисене тата аш-сĕт туса илес мал опытпа паллашнă.