11 апреля 2015 г.
Ăшă кунсем çитнĕ май çутçанталăка сиен кÿрекен пушарсен шучĕ тăрук ÿссе каять. Типĕ курăк тивсе илни е çÿп-çап çунни хăрушă инкеке куçнин сăлтавĕ, тĕрĕссипе, ялан тенĕ пекех – çынсем пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни. Вĕсем çулăмпа тимлĕрех пулнă-тăк, чылай синкере асăрхаттарма май килĕччĕ.
Юр айĕнчен тухнă хыт-хурана çуркунне тĕлли-паллисĕр çунтарни вăрман пушарĕсене куçни те сайра мар. Ăшă та çиллĕ çанталăкра вут-çулăм анлă лаптăк çинче хăвăрт сарăлма пултарать, ăна сÿнтерме вуншар çынна явăçтарма тивет, кунсăр пуçне тăкакĕ те çав тери пысăк.
Хăрушă инкексене асăрхаттарас тĕллевпе пирĕн кашнин пушар хăрушсăрлăх правилисене пĕлмелле тата çирĕп пăхăнмалла:
- уйсенче типĕ курăка тата хыт-хурана ан чĕртĕр;
- йывăç-тĕм, çурт-хуралтăсем çывăхĕнче типĕ курăка ан çунтарăр;
- çÿп-çап кăвайчĕсене асăрхавсăр пăрахса ан хăварăр;
- ачасен аллине шăрпăк лекесрен асăрханăр;
- кĕленчесемпе кантăк ванчăкĕсене ăçта килнĕ унта ан пăрахăр;
- кану вырăнĕнче чĕртнĕ кăвайтсене хăйăрпа е шывпа шанчăклă сÿнтерсе хăварăр.
Типĕ курăка çунтарнă пирки вăрман пушарĕсене кăларнăшăн саккунпа административлă тата уголовлă явап тыттарма палăртнă. РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексĕн 8.32-мĕш статйипе килĕшÿллĕн, граждансене 2–5 пин тенкĕ, должноçри çынсене 7–50 пин тенкĕ, учреждени-организацисене 50 пин тенкĕрен пуçласа 1 миллион тенкĕ таран штраф хума пăхнă.
Енчен те эсир вăрманта пушар алхасма тытăннине куртăр-тăк, тÿрех çак телефонсемпе шăнкăравлăр: 8(8352)40-24-00 (ЧР Çутçанталăк министерствин диспетчер служби), 8(83537)2-55-70 («Вăрнар лесничестви» учреждени).
«Вăрнар лесничестви» хысна учрежденийĕ.