11 апреля 2015 г.
Чăваш Республики – пысăк спорт, тивĕçлĕ кану тата çирĕп спорт йăлисен территорийĕ. Ун мăнаçлăхне Вăрнар районĕ те тÿпе хывать. Чăваш ен Спорт министрĕ Сергей Мельников пирĕн корреспондента кирлĕ отрасле аталантарассипе хальлĕхе мĕн пурнăçлани тата малашне тумалли çинчен каласа кăтартнă.
– Сергей Владимирович, иртнĕ çулхи, тен, юлашки çулсенчи тесен те йăнăш пулмĕ, тĕп пулăм Чăваш енре Владимир Путин хутшăннипе иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери «Раççей – спорт çĕршывĕ» форумĕ пулчĕ-тăр.
– Çапла, ку мероприяти пирĕн республикăна шаннине, ăна çĕршыври спортпа туслă центр тесе йышăннине кăтартса пачĕ. Физкультурăпа спортри юлашки çулсенчи çитĕнÿсене Раççей, тĕнче шайĕнче палăртрĕç. Республика ку отрасле аталантарассипе лидерсен йышĕнче. Чăваш енре Пĕтĕм Раççейри тата пĕтĕм тĕнчери ăмăртусем иртеççĕ. Çак çулсенче сумлă турнирсем ирттерме тивĕç çĕнсе илтĕмĕр. Кăçалхи июньте акă Шупашкар çăмăл атлетикăпа командăпа ăмăртассипе Европа чемпионатне йышăнать. 2016 тата 2018 çулсенче спорт уттипе тĕнче чемпионачĕ иртĕ.
Виçĕмçул Чăваш ен физкультурăпа спорт енĕпе Раççей Правительстви çирĕплетнĕ наци премине тивĕçрĕ.
Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пысăк задачăсем лартрĕ. Пирĕн отрасль ун пулăшăвне самай туять. 2020 çул тĕлне республикăра пурăнакансен 40 процентĕнчен кая мар çынна спорта явăçтармалла. Хальлĕхе 37 проценчĕ сывă пурнăç йĕркипе туслă.
– Çак кирлĕ, пĕлтерĕшлĕ задача мĕнле пурнăçланĕ-ха;
– Ăна пурнăçа кĕртессипе темиçе çул ĕçлетпĕр. Республикăра паян хăватлă спорт инфраструктури туса хунă. Çак çулсенче кăна хуласемпе районсенче 60 ытла спорт сооруженийĕ çĕклесе лартнă, юсаса çĕнетнĕ. Ку ĕçе федерацин тата республикăн 4,7 млрд ытла тенкине хывнă. Кашни районпа хуларах спорт комплексĕсем ĕçлеççĕ. Вĕсене халăх йышлă çÿрет.
Пĕлтĕр кăна Вăрнарта Тăрăллă пăр катокĕ, Канашра кĕрешÿсен центрĕ, Çĕнĕ Шупашкарта лаша спорчĕн манежне туса лартрĕç. Хальхи вăхăтра Шупашкарта темиçе спорт объекчĕ çĕкленет. Строительствăна федераци бюджетĕнчен 355,7 млн ытла тенкĕ уйăрнă, ку Атăл тăрăхĕнчи ытти регионсемпе танлаштарсан – чи пысăкки.
– Пирĕн районти спорт аталанăвне мĕнле хакланă пулăттăр; Урăх çĕнĕ спорт сооруженийĕсем çĕклесси планра пур-и;
– Районти çамрăксем, ĕçлекен халăх спорта, сывă пурнăç йĕркине суйлани савăнтарать. Ку ĕçри тĕп утăмсен шутне район центрĕнче физкультурăпа спорт комплексне, Тăрăллă пăр катокне уçнине кĕртмелле. Кăçал «Химик» стадионăн футбол уйне искусствăлла сийпе витĕпĕр. Çывăх çулсенче кунта бассейн тума палăртнă. Ку проектпа эпир федерацин физкультурăпа спорта 2016 – 2020 çулсенчи тапхăрта аталантарас çĕнĕ программипе кĕресшĕн. Вăл шăпах сахал бюджетлă спорт комплексĕсемпе спорт площадкисем çĕклес тĕллевлĕ. Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хавхалантарать. Çитес ик-виçĕ çулта пĕрлехи вăйпа Вăрнар районĕнче бассейн пулать тесе çирĕплетсех калама пултаратăп.
– Сирĕн ведомство ĕç-хĕлне спортри çитĕнÿсемпе те хаклаççĕ. Мĕнпе мухтанма пултаратăр-ха;
– Вĕсене пĕлетĕр ĕнтĕ. Юлашки çулсенче çуллахи Олимпиадăсем чăваш атлечĕсемсĕр иртмерĕç. Сочире, Хĕллехи вăйăсенче, 20 çулхи тăхтав хыççăн пирĕн республика представителĕ тупăшрĕ.
Пысăк класлă спортсменсене хатĕрлес ĕçре олимп резервĕсен училищи пысăк вырăн йышăнать. Вĕсем пирĕн иккĕ – Шупашкарта тата Çĕнĕ Шупашкарта. Унта çулталăк тăршшĕпе тренировкăсем ирттерме, ăмăртусене хутшăнма условисем туса панă. Икĕ училище те – çĕршыври чи лайăх пилĕк учреждени йышĕнче. Паянхи куна республикăри 150 спортсмена Раççейĕн пĕрлештернĕ командăсен официаллă списокне кĕртнĕ, вăл шутра сывлăх енчен чикеллĕ 21 спортсмен.
– Рио-де-Жанейрора пирĕн спортсменсем пуласси пирки иккĕленмелли çук апла...
– 2016 çулта Бразилири Çуллахи вăйăсене хутшăнма Чăваш енри вунна яхăн спортсмена кĕртнĕ: велоспорт-маунтинбайк, спорт кĕрешĕвĕ, йывăр атлетика, спорт гимнастики, çăмăл атлетика енĕпе. Лондонри вăйăсенче эпир икĕ тĕспе – çăмăл атлетика тата маунтинбайк – хутшăннă, пирĕн пилĕк спортсменран пурте тĕнче рейтингĕн «десяткине» кĕчĕç, Таня Архипова вара марафонра «бронза» çĕнсе илчĕ.
– Юлашки вăхăтра çынсем Пĕрлехи сывлăхпа спорт кунĕсене ырласа йышăнаççĕ. Экономикăри йывăр лару-тăрăва пула çак юхăм пăрахăçланмĕ-и;
– 2014 çултанпа сывлăх кунĕсем уйăхсерен иртеççĕ. Ку Указа республика Пуçлăхĕ алă пусрĕ. Михаил Игнатьев хăй те спортпа туслă, куллен вăхăтне сывă пурнăç йĕркине халаллакан çын çитĕнÿсем те тăвать тесе çирĕплетет вăл.
Юхăма нимĕн те чăрмантармĕ. Спорт сооруженийĕсем уйăхра пĕрер кун тÿлевсĕр ĕçлĕç. Çак кунсенче спорт комплексĕсене çын икĕ хут ытларах килнине курса ĕнентĕмĕр. Эппин, çынсем спортпа туслашасшăн, анчах вĕсен укçи-тенки яланах çитсе пымасть. Çавăнпа та пирĕн пĕрремĕшле задачăсенчен пĕри – халăхăн мĕнпур сийне спорт занятийĕсене çÿреме майсем туса парасси.
– Сергей Владимирович, ГТО комплексне пурнăçлама ĕлкĕртĕр-и;
– Хальлĕхе çук, анчах хатĕрленетĕп. 2014 çулта тест мероприятийсем мĕнпур шкулта тенĕ пек иртрĕç, вĕсене 18 пин ытла вĕренекен хутшăнчĕ. Тестировани центрĕсене йĕркелеме Раççей Спорт министерстви икĕ миллион ытла тенкĕ уйăрчĕ. Пирвайхи тапхăрта тăватă центр тума, вĕсене оборудованипе хăватлатма палăртнă. 2017 çултанпа 6 çултан аслăрах мĕнпур çын ГТО комплексĕн нормативĕсене пурнăçлама пултарать. Ун кăтартăвĕсем тăрăх халăх сывлăхĕн улшăнăвне мониторинг тăвăпăр.
– Кăçал июньте Шупашкар Европăри çăмăл атлетикăн центрĕ пулса тăрĕ. Яллă районсенче пурăнакансем «Олимпийский» стадион трибунисем çине лекме пултарĕç-и;
– Раççейĕн çĕнĕ вăхăтри историйĕнче Европăн командăллă чемпионачĕ пуçласа иртет, çавăнпа та ку ăмăрту нумайăшĕшĕн питĕ кăсăклă тата ăна пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Чемпионат июнĕн 20–21-мĕшĕсенче «Олимпийский» стадионта иртет. Унта Европăри вăйлă 12 команда тупăшĕ. Билетсене сутма пуçланă ĕнтĕ. Хальлĕхе вĕсене чемпионатăн официаллă сайтĕнче (www.cheboksary2015.ru) туянма пулать. Пĕтĕмпе 24 пин билет. Хакĕ 200-тен пуçласа 800 тенкĕ таран. Ку – турнир историйĕнчи чи пĕчĕк хак.
Паллах, ăмăртăва хамăр патра ирттернĕрен, эпир ăна республикăри ытларах халăха, уйрăмах спорт шкулĕсен тренерĕсемпе воспитанникĕсене, кăтартас шухăшлă. Çавăнпа кашни муниципалитет валли 300-шер билет уйăрнă. Унсăр пуçне, район-хула администрацийĕсене вĕсемпе спорт ăмăртăвĕсен, конкурссен çĕнтерÿçисене чыслама сĕннĕ. Эппин, республикăра пурăнакансен вĕсене туянма çеç мар, выляса илме те май пур.
– Пирĕн вулакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр;
– Чи малтанах, телей, ырлăх, сывлăх, лайăх кăмăл, хастар пурнăç сунатăп. Чи кирли – физкультурăпа тата спортпа туслашăр, сывлăха çирĕплетĕр, ачăрсене сывă пурнăç йĕркине явăçтарăр. /т-пÿ хитре формăра пултăр тесен хаклă оборудовани туянма та, спорт сооруженине çÿрени те кирлĕ мар. Кашни кун çуршар сехет çуран утăр, çĕртен тытăнса алă вăйĕпе çĕкленĕр е турник çинче туртăнăр. Çакна валли вăхăт тупма пулатех. Сывлăх çине тимлĕх уйăрассине ырана ан хăварăр.
С.ЧИКМЯКОВА калаçнă.